Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мускавра вĕренĕç

Мускавра вĕренĕç

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пĕлтĕр Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищине хĕрсемпе каччăсене артиста вĕренме янă. Кăçал тепĕр ушкăн пухать.

Кун-çулне театр искусствипе çыхăнтарма шухăш тытнă çамрăксен пултарулăхне паян сумлă экспертсем — театр директорĕ Елена Николаева, тĕп режиссер Наталья Сергеева, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, «Щепкинкăра» актер ăсталăхне вĕрентекен Юрий Титов — хакланă. Итлеве Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Шупашкар округĕсенчен килнĕ вунă ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсем сăвă каланă, проза сыпăкĕсене вуланă, юрланă, ташланă.

Чăваш халăх артсичĕ Иван Иванов палăртнă тăрăх, итлевĕн тĕллевĕ — çамрăксенче Турă панă таланта асăрхасси. Актер ăсталăхне туптама вĕсене малашлăхра специалистсем пулăшĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code