Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра чăннипех те ăшă та пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Социаллă ĕçченĕн кунне уявланă май унта харăсах тăватă округри — Патăрьелти, Шăмăршăри, Комсомольскинчи тата Тăвайри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕсен ĕçченĕсем килнĕ.

Ку çул çỹрев ĕçлĕ визит кăна мар. Тĕл пулăвăн тĕп тĕллевĕ — çыхăнусене тата çĕнĕ йăласене йĕркелесси. Çак пуçарăвăн символĕ вара — ятран асăнмалăх йывăçсем лартасси. Хăнасем уйрăмра пурăнакансемпе пĕрле (кашни коллектив) хăйĕн йывăçне — туслăхпа тăрăшулăхăн чĕрĕ палăкне — лартнă. Çапла майпа социаллă учреждени умĕнчи аллея черетлĕ çамрăк хунавсемпе пуянланнă. Йывăçсем ỹсĕç, вăй илĕç, кунта пурăнакан çынсене асра тытнине, тăрăшнине тăтăшах аса илтерĕç. Хăнасем уйрăмра канлĕх тупнă ватăсен пурнăçĕпе те кăсăкланса паллашнă. Чаплă услови йĕркеленĕ вĕсем валли — пĕтĕмпех пур. Уйрăмра пурăнакан чылай ватă çыншăн кун пек тĕл пулусем — уçă сывлăш сыпкăмĕ, пĕччен маррине туйма май пурри. «Кун пек пулăмсем чăнах та ăшă туйăм хăвараççĕ. Ку вăл тĕрлĕ ăрури çынсене пĕрлештерекен, хăй хыççăн ырă ĕçсем çинчен чĕрĕ аса илỹ хăваракан пуçару. Хунавсем çирĕп тымар ярасса, çак ырă ĕçе хутшăнакансен чун пĕрлĕхне аса илтерсе тата нумай çул куçа савăнтарасса шанатпăр», — палăртнă уйрăм заведующийĕ, Чăваш Республикин социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антонина Осипова.
Ăшă кулă, чĕререн калаçни тата уçă сывлăшра пĕрле ĕçлени тĕл пулăва хутшăнакансене пурне те ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ.
Професси уявĕ социаллă ĕçченсене хăйсен черетлĕ спартакиадине те йыхравланă. Паллах, ку вăл спорт ăмăртăвĕ кăна мар, çирĕп вăй-хал, команда сывлăшĕ тата пултарулăх мелĕ кирлине те уççăн çирĕплетни.
Командăсемпе куракансене Чăваш Республикин Ĕç тата соцаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă.
«Сирĕн професси ĕç кăна мар, чăн-чăн чĕнỹ, питĕ пысăк харсăрлăх, чун-чĕре уçă кăмăллăхĕ тата чикĕсĕр чăтăмлăх. Кулленех эсир ватăсемшĕн, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачаллă çемьесемшĕн, сывлăх енчен хавшак çынсемшĕн, ятарлă çар операцине хутшăнакансемшĕн тата вĕсен çемйисен членĕсемшĕн пулăшу тата тимлĕх тĕревĕ пулса тăтăр. Эсир хăвăрăн должность тивĕçĕсене пурнăçлатăр кăна мар, çынсене ыранхи куна ăшшăн, мал ĕмĕтлĕн пăхма тулли шанăç кỹретĕр», — палăртнă Алена Геннадьевна.
Социаллă ĕçченĕн ĕçĕ вăл — этемлĕх шкулĕ, унти тĕп инструментсем — ырă кăмăллăх, хĕрхенỹ тата кулленхи паттăрлăх. Соцработниксем — чи малтан пулăшма килекенсем, итлеме, хĕрхенме, кирлĕ пулăшу сăмахĕсене тупма пĕлекенсем. Паянхи уяв хăйĕн тĕслĕхĕпе куллен пурне те хавхалантаракансене пĕрле пухнине палăртма уйрăмах кăмăллă.
Уява хутшăннисене çавăн пекех «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организацин ертỹçи Юрий Карпов (вăл центрти пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçе пысăк тỹпе хывнине те палăртмалла), республикăри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн президиумĕн членĕ Серафима Терентьева тата ыттисем те ăшă сăмахсем каланă.
Ăмăрту программи тĕрлĕрен, унта тĕрлĕ спорт тĕсĕсем кĕнĕ: дартс, джакколо (сăн ỹкерчĕкре), урайĕнчен тĕртĕнесси…
Кашни команда пултарулăх номерĕ те хатĕрленĕ. Ку сотрудниксене хăйсене тепĕр енчен кăтартма шанăç панă. Номерсене туслăха, пĕр-пĕрне пулăшассине тата профессине юратассине халалланă. Спартакиадăна хутшăнакансене чăваш эстрадин паллă артисчĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.

