Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чан сассийĕ ял çийĕн каймарĕ… Вăхăтлăх

Чан сассийĕ ял çийĕн каймарĕ… Вăхăтлăх

Чан сасси Турă сасси. Ун кĕвви чунсене тасатса пĕтĕм ял таврашне сарăлать. Мăнкунра вара ун сасси чуна тата ытларах тыткăнлать. Кивĕ Эйпеçре пурăнакансем çак янравлăха, Çỹлти Турă паракан хỹтлĕхе çулсерен туяççĕ. Анчах кăçал ялта шăплăх хуçаланчĕ. «Усал хыпарпа çыратăп. Илтрĕр пуль, ирпе чиркỹ çунса кайрĕ. Май тупса паян пулăшма килме чĕнетпĕр», — пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеçсен Кивĕ Эйпеç ялĕнчи «Очаг» ТОС ял чатĕнче çапла çырни пурне те çỹçентерсе ячĕ.

Хурлăхлă хыпар

«Хĕрлĕ автан» ирсĕрлĕхне Кăнтăр тата Тĕп урамсенче пурăнакансем ирпе 3 сехетре асăрханă. Турăшсем, çурта лартмаллисем, таса сăнсене çакнă стена, сыптармалли савăт-сапа, аналой, лампадкăсем, тата ытти те, чи пĕлтерĕшли вара, Елчĕк тăрăхĕнчи халăха вĕрентессишĕн пурĕ 11 шкул уçнă Алексей Рекеев прихута çỹрекенсемпе пĕрле 132 çул каялла çĕкленĕ çурт — шуçăм киличчен 4 сехет маларах алхасма пуçланă çулăм пур япалана та тĕп тунă. Кунтах 265 çул çырăннă истори. Республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те ячĕ кĕрленĕ виçĕ ипостаçлĕ таса Турă ячĕллĕ чиркỹ 3-4 сехетре çĕрпе танлашнă. «Пĕтрĕмĕр. Мĕн тумалла халь?» — пушар тухнă кун çак шухăш Кивĕ Эйпеçре, Кавалта, Питтĕпелте пурăнакансенчен нумайăшне канăç паман.

Çав каçах ял чатĕнче тепĕр хыпар тухнă. «Ырă каç пултăр, хисеплĕ те хаклă тăванăмăрсем! Ку шăматкун, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, 9.00 сехетре çунса кайнă чиркỹ вырăнне ишĕлчĕксене тасатма пухăнатпăр. Хăвăрпа кĕреçесем, кĕрепле, киркăсем, тачка е пластмасса çуна, ĕç перчеткисем, çырткаламалли тата пулăшас лайăх кăмăл илме ан манăр. Пĕрле эпир пушар сиенне хăвăртрах çĕнтерме, юсас шанчăка тавăрма пултаратпăр, ку вара пире пурсăмăра та питĕ кирлĕ», — Кивĕ Эйпеçре кĕлĕ ирттерекен протоиерей Максим атте çапла çырса ярса шанăçа çухатнисен, алли усăннисен кăмăлне çĕклет.

Пĕрлĕхре — вăй

Хурлăх чанĕ янăранăранпа 3 уйăх та çитмен-ха, кĕлĕ тумалли вырăнта кашни кун тенĕ пекех çын хĕвĕшет. Пушар хыççăнах çĕнĕ чиркỹ çĕклессишĕн яваплисене палăртаççĕ. «Ырă каç. Ыран чиркỹ территорине тасатса никĕс яма вырăн тăвасшăн», — мĕнле ĕç палăртни, хыççăнах: «Тавах тăрăшакансене! Турă пулăшса пытăр сире! Сывлăх сунатпăр!», — тесе çырни ял чатĕнче час-час тухма пуçлать. Кивĕ Эйпеçсем тата кỹршĕ ялсенче пурăнакансем пĕрлĕхре вăй пулнине ăнланаççĕ. «Чиркỹ çунса кайсан çынсем «пулăшу укçи» пама пуçларĕç. Кĕске вăхăтрах Кавалсем 272 пин тенкĕ, Кивĕ Эйпеçсем 365 пин тенкĕ, Питтĕпелсем 151 пин тенкĕ пухрĕç. Ака уйăхĕ пуçламăшĕнче йĕпеччĕ, ĕçлеттермерĕ. Çĕр типсенех хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ», — терĕ ял старости Николай Кожевников. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Максим атте, Силуан атте, Василий атте молебен ирттернĕ хыççăн никĕс ямалли ĕçсем пуçланаççĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Победа», «Комбайн» хуçалăхсем те пулăшу аллине тăсаççĕ, тĕрлĕ техникăпа тивĕçтереççĕ. «Сергей Ильинпа Сергей Шилов никĕс хумалли планпа ĕçлерĕç. Сергей Алексеев, Вениамин Теллин, Нил Сусметов, Александр Андреев хăйсен тракторĕсемпе çỹреççĕ. Сергей Елисеев, Виталий Ильин, Николай Никифоров, Юрий Осипов тата ытти те — пурне те ятран каласа пĕтереес çук. Нумайăшĕ хутшăнать сăваплă ĕç тунă çĕре. Кашнинче сахалтан та 10 çын вăй хурать. Николай Чернов пирки вара уйрăммăн калас килет. Пушар хыççăн лаптăка тасатма Шупашкартан 30 тонна тиев турттаракан 3 машина ячĕ. Ун ятĕнченех никĕс тунă çĕре 8 машина хăйăр, тепĕр пысăк машинăпа опалка тумалли ятарлă панельсем, арматура çитрĕ. Малтанхи ĕçсене тунă çĕре 38 куб бетон кайрĕ. Ку та Николай Владимировичăн ырă ĕçĕ», — терĕ ял хастарĕ Юрий Алексеев. Сăмах май, виçĕ ипостаçлĕ таса Турă ячĕллĕ чиркỹ пулнă май Кивĕ Эйпеçсем ял уявне Троица кунĕнче ирттереççĕ. Николай Чернов унта та пуçарулăх кăтартать. «Кивĕ Эйпеçĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята илнĕскер халĕ Дмитрий шăллĕпе чиркỹ хăпартнă çĕрте те хастар.

Çутта кăларакана, чăвашсемшĕн тăрăшакана — сăвап

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне çĕнĕ чиркỹ никĕсне хатĕрлесе пĕтернĕ. Çывăх вăхăтра кирпĕч хурса хăпартма пуçласшăн. «Пирĕн çак чиркĕве тумаллах. Алексей Рекеев ятне ямалла мар», — пĕр шухăшлă ял халăхĕ. Алексей Васильевич Кивĕ Эйпеçсемшĕн çеç мар, Елчĕк тăрăхĕнчи халăхшăн та курăмлă нумай ĕç тунă. «Малтан прихутра вырăс священникĕсем кăна пулнă. Чăваш çынни вĕсене ăнланман. Кивĕ Эйпеç тата ун таврашĕнчи ялсем Тутар Республикипе чикĕллĕ вырнаçнă. Ислам тĕнне йышăнас ыйту та пулнă. Алексей атте кунта килни çĕнĕ варкăш пекех туйăннă. Чиркỹре чăвашла кĕлĕсем ирттернĕ. Вăл вырăнти çынсемпе çывăхланнă, халăха çутта кăларассипе тимленĕ. Алексей Васильевич тăрăшнипе таврара миçе шкул уçман-ши! Вĕсенчен 8-ĕшне — хăй укçипе. Шкулсенче ал ĕçне вĕренмелли мастерскойсем хута янă», — сăмах илчĕ 2013-2016 çулсенче Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕнче пачăшкăра тăрăшнă Силуан атте. Вăл Алексей Рекеев пирки нумай тĕпченĕ, унăн вил тăприне тирпейлесе карта тыттарнă. Ăна «Кивĕ Эйпеçĕн хисеплĕ гражданинĕ Леонид Григорьев пулăшнă. Рекеева 1932 çулта Кивĕ Эйпеçри чиркỹ çумĕнчех пытарнă. «Алексей атте пачăшкă пек те нумай ĕç тунă, çав вăхăтрах халăха пĕлỹ парассипе те тăрăшнă. Эпир халь ятарлă çар операцийĕнчи салтаксемпе телефонпа калаçатпăр, вăл вара Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи паттăрсем патне çыру çырнă. 240 салам ăсатнă, вĕсене хавхалантарнă. 1894 çулта Кивĕ Эйпеçре чăваш кĕнекин складне уçнă. Çав вăхăтрах чухăн пурăнакансене, чирлисене пулăшнă. Арçын ачасемпе хĕр ачасен училищисене уçнă. Çырулăхшăн тăрăшнă. Чăвашлăха упраса хăварассипе тимленĕ. Иван Яковлев Алексей Рекеев патне килнине Арланкасси ялĕнче çуралнă, Елчĕке качча кайнă Евгения Кушникова каласа панăччĕ. Таврари çынсенчен, архиври документсенчен унăн нумай пысăк ĕçĕ пирки пĕлтĕм. Гуманитари институтĕнче Рекеевăн ал çырăвĕсем упранаççĕ. Кăсăкли нумай унта», — палăртрĕ кăнтăр енчи чăвашсене çырулăха вĕрентессишĕн тăрăшнă пачăшкă ĕçне асра тытакан Силуан атте. Алексей атте ятне халăхра та анлă сарассипе тăрăшать вăл. 2021 çултан Лаш Таяпа шкулĕнче «Рекеев вулавĕсем» иртеççĕ. Яланхиллех унта хутшăнакан хăнасем Кивĕ Эйпеçре пулаççĕ, вил тăпри çине тата 2008 çулта уçнă палăк патне чечек хураççĕ. «Ку палăка Чĕмпĕрти чăвашсен пĕрлĕхĕн ертỹçи пулнă Лаш Таяпа арĕ Олег Мустаев çине тăнипе уçнă. Сăмах май, Олег Николаевич диплом ĕçне шăпах Рекеевпа çырнă. Пĕлтĕр вулава регионти митрополисенчен те хутшăнчĕç, республика тулашĕнчи хăнасем килчĕç. Кашни çулах Алексей аттепе çыхăннисĕр пуçне тата тепĕр тема кĕртетпĕр. Кăçал Лаш Таяпари чиркỹ уçăлнăранпа 185 çул çитнине халаллатпăр. Канаш епархийĕн пуçлăхĕ Стефан владыка Алексей Рекеев ячĕпе медаль тума палăртнă», — вĕçлерĕ калаçăва Силуан атте.

Алексей атте Кивĕ Эйпеçри виçĕ ипостаçлĕ таса Турă ячĕллĕ чиркỹре прихут тытса пыма пуçланăранпа кăçал 145 çул çитрĕ. «Рекеев вулавĕсем» ку çул 5-мĕш хут иртмелле. Кивĕ Эйпеç ялĕ сала пулса тăнăранпа — 265 çул. Çине-çинех паллă кун. Çавăнпах Кивĕ Эйпеçсен хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчеме вăхăт çук. Çанă тавăрса вăй хурса хĕл лариччен чиркĕве ĕçлеттерсе ярасшăн. Çавна май вĕсем укçа-тенкĕ енчен пулăшакансем те тупăнасса шанаççĕ.

Пĕлме интереслĕ

Алексей Рекеев 1848 çулта Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти учительсен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1881-1917 çулсенче Елчĕк тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчи чиркỹ пачăшки пулнă. Иван Яковлевăн тăванĕ тата пĕрремĕш вĕренекенĕ, чăваш алфавитне йĕркелеме пулăшаканĕ. Турă саккунне ăнăçлă вĕрентнĕшĕн 1887 çулта ăна набедренник панă. Халăх пĕлỹлĕхĕн министерствин тытăмĕнчи тăрăшуллă службăшăн 1903 çулта камилавкăпа чысланă. Халăха çутта кăларассипе чĕрĕк ĕмĕр вăй хунăшăн вăл II степень Çветтуй Анна орденне тивĕçнĕ.

Историрен

Кивĕ Эйпеçри виçĕ ипостаçлĕ таса Турă ячĕллĕ чиркĕве 1761 çулта уçнă. 1831 çулта ăна тĕпрен юсанă, 1866 çулта вара — çĕнетнĕ. Кĕлĕ çуртне çỹрекенсем 8 çулта 19 пин тенкĕ пухнă. Алексей Рекеев пуçарнипе ку нухратпа 1894 çулта чул никĕс çине йывăç çурт хăпартнă. Çĕнĕ храм хута янăшăн Алексей Васильевича скуфья (пачăшкăн шĕвĕр тăрăллă хура калпакĕ) парса чыс тунă. Тепĕр 46 çултан, революци хыççăнхи çĕнĕ самана вăхăтĕнче, хĕресне касса антарса чиркĕве хупнă. Малалла шкул, музей ĕçленĕ ку çуртра. 1990 çулта унăн тăррине каллех хĕреспе купол хăпартса кĕлĕ тумалли вырăн тунă. Икĕ çултан тултан хĕрлĕ кирпĕчпе купаланă пĕренеллĕ çурта Анатолий Сорокин протоиерей сăвапланă.

Алина СУСМЕТОВА.

Кивĕ Эйпеçри виçĕ ипостаçлĕ таса Турă ячĕллĕ чиркĕве хăпартма пулăшас текенсем çак номерпе укçа куçарма пултараççĕ.
СБЕР, 2202 2085 3268 6277
(Олимпиада Николаевна Васильева)
«Для восстановления храма», — тесе çырма манмалла мар.
Ял хуçалăх банкĕнчи реквизитсем:
Расчетный счет № 40703810711140000023
ИНН 2120001754 ОГРН 1022100011427
Чувашский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Чебоксары
Корр. Счет № 30101810345372202781 БИК 042202781
В ОКЦ № 1 Волго-Вятского ГУ Банка России

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code