Кашни çын хăйне ĕç вырăнĕнче кăна мар, обществăлла тĕрлĕ мероприятире те кăтартма пултарать.

Кипеç ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шупашкарта пурăнакан Елена Кондратьева хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕренỹпе воспитани парассипе çыхăнтарнă. Хулари шкулта вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне, вăл Мускав районĕнчи ачасен пултарулăх çуртĕнче хушма пĕлỹ парассипе те тимленĕ.
Вĕренекенсемпе пĕрле Елена Алексеевна хăй те сахал мар ал ĕç куравне, конкурсне хутшăннă. Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине, культурине пропагандăлас тĕлĕшпе халĕ те ырми-канми тăрăшать вăл. Нумай çулхи пархатарлă ĕçне шута илсе ентеше Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков Тав çырăвĕпе чысланă.

