Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн пулăшу та кирлĕ

Пирĕн пулăшу та кирлĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене кирек мĕнле пулăшу кỹни те пĕлтерĕшлĕ. Çапах та маскировка сеткисем вĕсене тăтăшах кирлĕ. Çак ĕçе пурнăçлакан кашни çын хỹтлĕх хатĕрĕ камăн пурнăçне те пулин çăлса хăварасса питĕ шанать.

Çак тĕллевпех эпир округри Пенси фондĕнче уçăлнă аслă ăрурисен хутшăну центрĕнче пуçтарăнтăмăр. Клиент службин ертỹçи Владимир Егоров пулăшнипе наччасрах ятарлă каркас туса хунă хыççăн ĕç тапранчĕ те. Округри сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен уйрăмĕн 20 ытла членĕ пĕр сехет çурă хушшинче пĕр тетел хатĕрлерĕ те. Тулли кăмăлпа çыхнăскер пахалăхлă та пулса тухрĕ.

Инвалидсен округри уйрăмĕ ячĕпе мероприятие хутшăннă кашни ĕçтеше, çавăн пекех материалсемпе тивĕçтернĕ Александр Кузьмина тав тăватăп. Халĕ СВО паттăрĕсем валли апат-çимĕç, тумтир пуçтарассипе тимлетпĕр.

Людмила АНИСИМОВА,
округри инвалидсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code