Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стратеги — экономика ỹсĕмĕн никĕсĕ

Стратеги — экономика ỹсĕмĕн никĕсĕ

2036 çулчченхи наукăпа технологи аталанăвĕн стратегийĕ Чăваш Енĕн экономика ỹсĕмĕн никĕсĕ пулĕ. Республика Пуçлăхĕн çумĕнчи наукăпа техника канашĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнче пухăннисем пулас стратегин тĕп саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Çитĕс вунă çуллăхра региона аталанма май паракан документа кĕркунне вĕçлеме палăртаççĕ. Ăна наукăпа техника тата экономикăн Аслă канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче пăхса тухĕç.

Промышленность, строительство, ял хуçалăх аталанăвĕнче наука çине таянмасăр вăй илме çук. Вĕсене пĕрлештерекенни вара аслă пĕлỹ паракан шкулсен кампусĕ пулмалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ларăва уçнă май кун пирки палăртса хăварчĕ. «Кампус йĕркелессипе эпир заявка янă ĕнтĕ. Наука пирĕн производительсен пайăр саккасĕсене пурнăçламалла. Çак ĕçе йĕркелесси — пирĕн тĕп тĕллев. Шкулсен, ăсчахсен, усламăн тата патшалăхăн вăйĕсене пĕрлештермелле. Наука тĕпчевĕсене тĕпе хурса пуçарнă пысăк технологиллĕ проектсене ĕçлеттерсе яни экономикăна аталанма май памалла, апла пулсан республикăра пурăнакансен пурнăçĕ те лайăхланмалла», — тенĕ Олег Алексеевич. Стратегие тăватă енпе хатĕрлĕç: интелектуаллă энергетика тата электротехника, çĕнĕ материалсем тата хими, машина тата станок тăвасси, биотехнологи тата «ăслă» ял хуçалăхĕ. Вĕсемпе тимлеме ĕç ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Кашни енпе аталану картти хатĕрлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code