Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Компенсаци илеççĕ

Компенсаци илеççĕ

Чăваш Ен Правительстви çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче террорла тапăнуран шар курнисене пулăшма резерв фондĕнчен 24,2 миллион тенкĕ уйăрнă.

Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, республикăра пурăнакансем валли 18,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕр хутчен паракан пулăшу — 15675 тенкĕ. Пурăнма кирлĕ пурлăха пĕтĕмпех çухатнисене — 156750 тенкĕ, пурлăхăн пĕр пайĕсĕр юлнисене 78375 тенкĕ параççĕ. Кунсăр пуçне транспорт сиенленнине кура 400 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ.

Резерв фондĕнчи 6 миллион тенке бизнеса пулăшма янă. Компенсаци илмешкĕн 12 усламçă тата юридици сăпатĕнчи 8 çын заявка тăратнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code