Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкеке лекме те пулать

Инкеке лекме те пулать

Паянхи кун интернет темĕн те пĕлме май панисĕр пуçне çынна хăрушлăха кĕртсе ỹкерме те пултарать. Чылай чухне ултавçăсемпе вербовщиксен аллине ачасемпе çамрăксем лекеççĕ.

Хальхи вăхăтра ачасем пушă вăхăтне интернетра ларса ирттерме кăмăллаççĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕ телефонпа ларнă чухне мĕн тума юратнипе, кампа хутшăннипе интересленсех тăмалла. Ырă мар шухăшлă çынсем ачасемпе час-часах социаллă сетьсем, вăйăсем тата мессенджерсем урлă çыхăнаççĕ. Вĕсем опытлă психологсенчен пĕрре те кая мар шанăçа кĕме пĕлеççĕ. Хăйне пĕччен те телейсĕр туякан çамрăкпа тус вырăнне пулса темĕн çинчен те калаçаççĕ, унтан вара «çăмăл укçа» сĕнеççĕ е ансат заданисем пурнăçласа ĕçлесе илме май пуррине ĕнентереççĕ. Çакăн пек çынсемпе хутшăнса, вĕсене ĕненсе ачасем пысăк инкеке лекме пултараççĕ.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе çывăх хутшăнусем йĕркелеме тăрăшмалла. Юнашар ларса калаçнă вăхăтра интернет тетелĕнче палламан çынсемпе хутшăнма, вĕсене харпăр хăй пурнăçĕ çинчен каласа пама, вăрттăнлăхĕсене уçма юраманни çинчен ăнлантармалла. Енчен те çĕнĕ пĕлĕш пĕр-пĕр ĕç хушать е «юлташла» мĕн те пулин тума ыйтать пулсан çакна çитĕннисемпе сỹтсе явмалли çинчен пĕлтермелле.

Ачасемпе шанчăклă хутшăнусем йĕркелеме тăрăшăр, вара вĕсем интернетри калаçусем çинчен пĕлтерме хăрамĕç, иккĕлентерекен сĕнỹсене сỹтсе явма та хатĕр пулĕç.

Игорь КОЗЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code