Республикăра хамăр çĕршывра туса кăларнă пĕрремĕш çыхăну вышкине вырнаçтарĕç.
Чăваш Ен çывăх вăхăтрах Тăван çĕршывра хатĕрленĕ телекоммуникаци инфратытăмне хывмалли лапам пулса тăрĕ. Çыхăну операторĕ пирвай Раççейре калăпланă «Иртея» станцие ĕçе кĕртĕ. Çĕнĕ вышка Вăрмар, Тăвай, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Комсомольски, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Пăрачкав округĕсенче лартĕç.

