Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Телейлĕ çул пултăр!

Телейлĕ çул пултăр!

Çамрăксен кунĕнче округри 56 хĕрпе каччă тăван шкулĕсемпе сыв пуллашнă.

Çак ятпа Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче вĕсен хаваслă та, çав вăхăтрах хумхануллă уявĕ иртрĕ. Шкул парттисенчен уйрăлнă ĕнерхи ачасем паян хăйсене тĕплĕнрех, çирĕпрех тытнăн туйăнаççĕ. Хыçра — канăçлăха çухатма хистенĕ экзаменсем, умра тата яваплăраххи — пурнăç тĕрĕслевĕ. Хăйсене предмет олимпиадисенче, ăслăлăх конкурсĕсенче, спортра çỹллĕ шайра кăтартма пултарнисем малашне те хастарлăха ỹстерсе пырасса шанас килет.

Вĕсене тав тунă май округ пуçлăхĕ Леонард Левый çакна та хушса каларĕ:

— Палăртнă ĕмĕт-тĕллев патне çирĕппĕн утăр, хăвăр суйласа илнĕ профессие алла илсе çĕршывшăн усăллă ĕçсем тумалла пултăр. Шкул çулĕсенче туптаннă туслăха нихăçан та ан çухатăр, пĕр-пĕрне пулăшса пырăр.

Леонард Васильевич 11 вĕренекене I степень, 5-ĕшне II степень «Вĕренỹри паллă ỹсĕмсемшĕн» медальсемпе, 8-шне округ администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ. Шкул пĕтернĕ икĕ çамрăк округ пуçлăхĕн çумĕн — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн Владимир Николаевăн аллинчен Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн Тав çырăвĕсене илчĕç.

Шкул ертỹçисен ячĕпе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисене Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Лариса Васильева саламларĕ.

Ачасем те парăмра юлмарĕç, хăйсен пултарулăхне юрăсемпе ташăсенче тепĕр хутчен кăтартрĕç. Çапла майпа вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав тунине çутатса пачĕç.

Эппин, телейлĕ çул сире, яш-кĕрĕм!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code