Республикăра кăçалхи январь-май уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 69 пин тенке çитнĕ. Инфляцие кăларса шутласан пĕлтĕрхинчен 1,4 процент ытларах.
Куславкка, Шăмăршă, Тăвай округĕсенче шалу палăрмалла хушăннă. Çав вăхăтрах Етĕрнере, республикăри пĕртен-пĕр муниципалитетра, чакнă.
Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджечĕ ỹссе пынине палăртмаллах: 69 миллиард тенке яхăн. Ку планпа пăхнă виçен 50,4 проценчĕ чухлĕ.

