Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ятларăн та ятларăн

Ятларăн та ятларăн

Ятларăн та ятларăн —
Ыраттартăн чуна.
Кун пек ялан вăрçсан-
Хускататăн чула.

Ятла ĕнтĕ, ятла,
Вăрçма сăлтав пулсан.
Анчах çиллĕвỹ сан
Ан юлтăр манпалан.

Пăхап та сан çине —
Çиллỹ ытла хивре.
Çиллỹ кайсан иртсе —
Яланхиллех хитре.

Панă вăхăт кĕске,
Ăна упрамалла.
Пурнăç сукмакĕпе
Пĕрлех вĕт утмалла.

Илья ЛЕВЫЙ. 2015 ç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code