Ирсерен çанталăк янкăр,
Сывлăш уçă та таса.
Çул сукмакĕ питĕ такăр,
Утап чунтан савăнса.
Çул хĕрри. Вăрман — çăкалăх,
Хушăран юманпа хыр.
Малашне асра юлмалăх
Чĕре çумне картса хур.
Иртерех, çынсем тăман-ха,
Шăплăх ỹкнĕ таврана.
Юмахри пек çăтмахра
Чи телейли эп кăна!
Ак, тин тухнă сар хĕвелĕ
Ыталарĕ таврана.
Кайăксем те чĕвĕл-чĕвĕл
Сасă пачĕç пĕр-пĕрне.
Эп утатăп, чунра ăшă —
Утма мар, вĕçес килет.
Çумранах акă пĕр хушă
Шухă çил шуса иртет.
Канма килтĕм: ỹкĕнмерĕм
Чун çимĕçĕ пуянран.
Канса килтĕм: ман ĕмĕрĕм
Кăштах тăсăлĕ кайран.
Илья ЛЕВЫЙ.
2018 çул.

