Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăмра служба иртрĕ

Тăрăмра служба иртрĕ

Питрав кунĕ — июлĕн 12-мĕшĕнче — Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ Тăрăм чиркĕвне Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий тата Канаш тата Беловолжски епископĕ Стефан килчĕç. Уяв ячĕпе вĕсем округри мĕнпур чиркỹсен пачăшкисемпе пĕрле служба ирттерчĕç.

Кĕлĕ хыççăн Савватий атте ĕненекенсен умĕнче проповедь каларĕ. Унăн кашни ырă сăмахĕ, Турра çывăх тата пысăк чунлă пулма вĕрентсе калани чĕрене вырнаçрĕ. Митрополит ĕненекенсен умĕнче чăн чăвашла калаçрĕ. Кунта пуçтарăннисене те вăл тăван чăваш чĕлхине хисеплеме, упрама, чăвашсен хушшинче кирек хăш вăхăтра тăван чăваш чĕлхипе калаçма, ачасене те çак чĕлхене пĕчĕкрен вĕрентсе ăна хаклама хăнăхтарма чĕнсе каларĕ. Владыка ачасенчен çĕршыва юрăхлă, Турă юратăвне тивĕç çынсем ỹстерес тесен тивĕçлĕ воспитани памаллине, ку ĕçре аслисен хăйсен ырă тĕслĕх пулмаллине каларĕ:

— Воспитани вăл çемьерен пырать. Ашшĕ-амăшĕ хăйсене мĕнле тытать, пурнăçа мĕнле йĕркелесе пырать — ачисем те çавăн пекех пулаççĕ. Кĕçĕннисене эпир шкулта тата ытти çĕрте мĕнле пулмалли тата ырă пулăмсем пирки темĕн чухлĕ каласан та килте, çемьере çавнашкал тĕслĕх курмасан вăл ыррине вĕренме пултараймĕ. Çавăнпа та ачасемшĕн чи пысăк яваплăх вăл — ашшĕ-амăшĕнче.

Этем Турра ĕненсен мĕн пур ĕçе ăна асăнса пурнăçлать. Вăл ĕçре те пултаруллă, килте те сăпайлă, суя сăмахран, элекрен пăрăнать. Ырă, сăваплă пурнăçпа пурăнас тесессĕн Турă çинчен манмалла мар. Пурнăçра йывăрлăхсем ахальтен пулмаççĕ, чылай пулăм хамăр мĕнле пурăннинчен те килет.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code