Чăваш патшалăх аграри университечĕн ăсчахĕсем мăйракаллă шултра выльăхăн генетика хăватне уçмашкăн çĕнĕ йышши иммуномодулятор шухăшласа кăларнă.
Биопрепарат хатĕрлес енĕпе ветеринари медицинипе зоотехника факультечĕн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин тĕпчев ушкăнĕ ĕçленĕ. Патент никĕсĕнчи тĕпчевсем ветеринари иммунологийĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

