уявласси мĕнле йăла-йĕркепе çыхăннине кĕскен каласа парсамăр.
И.ДАНИЛОВ.
— Чăваш Республикин кунĕ — патшалăхăн тĕп уявĕ. Ăна кашни çулах июнĕн 24-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Савăнăçлă мероприяти çулсеренех Чăваш Республикин патшалăх ялавне çĕкленинчен пуçланать. Ун хыççăн ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысласси тата хисеплĕ ят парасси йăлара. Чăваш культурин фестивалĕ, халăх промыслисемпе ал ĕçĕсен куравĕсем, фольклор коллективĕсен концерчĕсем, историпе культурăна çутатакан театрализациленĕ представлени тата ытти мероприяти — праçникĕн тĕп шăнăрĕ. Çак кунах чăваш халăхĕн çĕрпе сухапуç уявне — Акатуя — паллă тăватпăр. Кунтах халăх вăййисем, спорт ăмăртăвĕсем (кĕрешỹ, лашасен ăмăртăвĕ…), концерт иртет.
Çак кунах тĕрлĕ лаптăкра ярмăрккăсем йĕркеленеççĕ, кунтах чăн чăваш апат-çимĕçне (шăрттан, хуплу, шỹрпе, пỹремеч…) астивме пулать. Килти сăра та тĕп вырăнта.
Республикăн инвестици вăй-хăватне тата инноваци проекчĕсене çул парас тĕллевпе юлашки çулсенче экономика, çамрăксен форумĕсем, куравсем, пултарулăх конкурсĕсем йĕркелеççĕ.
Йăла-йĕркене уяни чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне упраса хăварма пултарнипе пĕрлех республикăра пурăнакансен наци туйăмне çирĕплетет.

