Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 80 çулта та харсăр

80 çулта та харсăр

Тăрăм ялĕнче пурăнакан Валерий Васильевич Кириллова таврара пĕлмен çын сахал. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне агропромышленность комплексне аталантарма панăскере хастарлăхне кура РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ячĕсене панă. Ытти сумлă награда та йышлă унăн.

Çĕр ĕçне чунпа парăннă ентеш иртнĕ кунсенче 80 çулхи юбилейне паллă тунă. Çав ятпа ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Тăрăм территори пайĕн начальникĕ Людмила Смирнова (сăн ỹкерчĕкре), округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, «Рассвет» ЯХПК председателĕ Юрий Мясников тата ыттисем саламланă, парнесемпе чысланă.

— Эсир утса тухнă кун-çул — пархатарлă тапхăр, — палăртнă Леонард Васильевич. — Хуçалăх экономикине аталантарас, уй-хир культурисен тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен тупăшлăхне ỹстерес тĕлĕшпе ырми-канми вăй хунă. Хăвăрăн активлăха паян общество ĕçĕнче кăтартни те — сирĕн пурнăçăрăн уйрăлми пайĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code