Ку йышăнăва Раççей ШĔМĕн Канаш хулинчи миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ Раççей ФСБн Чăваш Енри управленийĕпе пĕрле тунă. 61 çулхи арçын Таджикистанра çуралса ỹснĕ. 2011 çулта вăл Раççей паспортне илнĕ. Чылай вăхăт Раççейре пурăннă, пасарта суту-илỹ енĕпе ĕçленĕ, юлашки вăхăтра общепитра тăрăшнă.
Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă: арçын радикаллă ислам тĕнне пăхăнать, таджик нацийĕ ыттисенчен лайăхрах текен шухăша сарать, Конституци йĕркине улăштарма чĕнет. Çакна йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем патшалăхăн наци хăрушсăрлăхне хавшатакан сăтăрлă ĕç тесе хакланă.

