Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашлăха юратма вĕрентет

Чăвашлăха юратма вĕрентет

Мария Петровская ятне округра анчах мар, республикăра та аван пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен унăн калавĕсемпе сăввисем тĕрлĕ хаçат-журналта кун çути курсах пыраççĕ. «Пурнăç çинчен чуна пырса тивмелле çырать вăл», — çапла илтме пулать унăн хайлавĕсене вулакансенчен.

Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ Мария Михайловна хальхи вăхăтра Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче пурăнать. Ĕмĕрне шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер тивĕçлĕ канура та аллинчен калем ямасть.

Мария Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çырас пултарулăхĕпе палăрнă. Пĕрремĕш хайлавĕсем, уйрăмах сăвăсем, район хаçатĕнче — «Колхоз ялавĕнче» — кун çути курнă.

Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ. Ĕç çулĕ ăна Çĕнĕ Ишпуç ялне илсе çитернĕ, кунтах вăл юратнă ĕçне тупнă. Кунтах пулас мăшăрĕпе паллашнă: Владимир Петровпа çемье çавăрса икĕ хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

2003 çулта ялти шкул хупăнсан Чутейри вăтам шкулта тăрăшнă педагог. Çав вăхăтрах ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче, каярах директорта вăй хунă. Общество пурнăçĕн хастарне депутат пулма та суйланă. «Тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнмалла» — яланах çак тĕллеве мала хунă хĕрарăм.

Ĕçри хастарлăхĕшĕн, общество пурнăçĕнчи активлăхшăн Тăвайри вĕрентỹ пайĕн, ЧР Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят унăн пĕтĕм пурнăçри ĕçне хаклать.

Ачасене çамрăкран чăвашлăха юратма вĕрентнĕ, халĕ те вĕрентет вăл. Унăн хайлавĕсенче çак тема — чи çывăххи. Çав вăхăтрах çемье, юрату, ватта хисеплес темăсене çивĕч çĕклет, тус-тăван хушшинчи ăшă туйăмсене хаклать, кулленхи пурнăçри ырă пулăмсене çул парать хăйĕн сăввисемпе калавĕсенче. Маларах хаçатра калавĕсене пичетлесе пытăмăр, хальхинче вулакана ентешĕмĕрĕн сăввисемпе паллашма сĕнетпĕр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code