Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АМĂШĔН ХỸХЛЕВĔ

АМĂШĔН ХỸХЛЕВĔ

Хыпарсăр çухатрĕ амăш ывăлне,
Ĕненес килмест-çке ачи çуккине.
Йăл кулă çухалчĕ унăн сăнĕнчен,
Юхать йỹç куççулĕ мăшăр куçĕнчен.

Пĕлĕтре çỹреççĕ айăпсăр чунсем,
Тăлăха хăварчĕç çемйине вĕсем.
Чĕрĕлсе тăраймĕç вилнĕ салтаксем,
Нихăçан пирчеймĕç тарăн сурансем.

Амăшĕ çухатрĕ пĕтĕм канăçне.
Вĕçĕмрен кĕтет-çке савнă ывăлне.
Çывăрма выртсассăн ыйхă та çĕтет,
Çỹлти Турăран вăл çăмăллăх ыйтать,

«Эй, çỹлти Аттемĕр! Арсене çăлсам!
Ывăлсемсĕр йывăр пурăнма, илтсем!!!
Вĕсене çуратнă ырăлăх курма,
Пĕчĕкрен пилленĕ телейлĕ пулма!

Çĕр-планета çинчи пурнăçа упрасам,
Малтанхи туслăха тавăрма пулăшсам.
Çĕршывсем хушшинче ăнланулăх тупса
Вăрçăсăр пурăнасчĕ чунтан савăнса.

Аякри вăрçă шавĕ чĕрене шар! çурать,
Сивĕ вилĕм çави хĕрхенỹсĕр çулать.
Аслă Туррăм, йăлăнатăп сана макăрса
Тăшмана аркатма хăват пар паттăра».

Амăшĕн хỹхлевĕ шанăç çуратать,
Çỹлти Аслă Турă пĕтĕмпех курать.
Тăнăç пурнăç çитĕ часах çĕр çине,
Ывăлсем те килĕç амăшсем патне.

Вăрçăра пуç хунă салтксем вилмеççĕ:
Ĕмĕр упранаççĕ халăх асĕнче.
Паттăрсем пĕр йĕрсĕр çухалмаççĕ
Кашнин ячĕ юлĕ палăксем çинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code