Тавра пĕлỹ ĕçне юратнă май, нумайăшĕ паян хăйсен йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчет, чăваш халăхĕн историйĕпе кăсăкланать. Ĕлĕкхине малашлăха куçарни хальхи тата çитес ăрусемшĕн кирлĕ. Иртнине, хамăрпа çыхăннине пĕлмесен, эпир — никам та мар.
Ăсчахсем чăвашпа тутарсен тымарĕсем пирки 21-мĕш ĕмĕрте те дискусси ирттереççĕ. Вĕсенчен икĕ енĕ те хăйсен çыхăнăвне пăлхарсенче кураççĕ. Эпир пăлхарсен тăхăмĕсем пулни — вăл çирĕпленнĕ историллĕ факт. Унсăрăн эпир «иртнисĕр халăх» пулса юлас хăрушлăх пур: авалхи çырулăхсăр, йăла-йĕркесĕр… Эпĕ пĕтĕм халăх историйĕ уйрăм çемьесен кун-çулĕнчен йĕркеленнине ĕненетĕп.
Тавра пĕлỹ ĕçĕпе тахçанах туслă эпĕ. Мăн асаттесен кун-çулне, çул-йĕрне пĕлес тĕллевпе чылай çул тăрмашатăп. Ман йăхсен тымарĕсем 1662 çулах илсе çитереççĕ. Мăн асаттесем Карамыш ялĕнчен (Свияжск уесĕ, Елчĕк вулăсĕ) Патреккел ялне куçса килнĕ. Ку факта архив докуменчĕсем çирĕплетеççĕ (РГДА ф.1312 оп.2 д.1077).
Материалсемпе паллашнă май чăваш ячĕсем те интерес çуратрĕç. Вĕсем, 1740 çулсенче Христос тĕнне массăллă кĕриччен, пачах урăхла янăранă.
Меллĕ пултăр тесе пур ятсене алфавит йĕркипе классификациленĕ. Аяларах ятсен списокне кăтартнă:
Аранка, Алкай, Аптель, Акамурза, Алмака, Абляз, Ателша, Авраля, Арасяп, Алдеряк, Ахтеряк, Акилка, Ахмет, Албука, Андар, Албахта.
Библат, Библай, Байбулат, Боранча, Бабахта, Банчяра, Бемекей, Бикмет, Бурна, Бикмулла, Бангилда.
Исекей, Искендер, Ибрай, Исеней, Исмеке, Исаак, Исментер, Иртуган, Иштуган, Илдеряк, Ишан, Илендей, Илешка.
Катермет, Кавка, Колчей, Кулек, Киметъ, Килмурза, Кусмурза, Кустеряк, Кинесъ, Калдеяр, Килдеяр, Калуга, Кузмекей, Кутей, Клекей, Килкин, Кулят, Калека.
Маряк, Маняк, Мандряк, Милятка, Михатар, Муртелъ, Мурзака, Моледер.
Сапраля, Симелка, Серел, Савадер, Савадка, Савметъ, Савка, Сеймурза, Шаймурза, Сермене, Саванча, Сермачан, Савин, Саямет, Сарай, Серек, Сиянал.
Татраля, Така, Тометей, Тохтар, Тохтамыш, Тянешка, Томила, Тавит, Чиней, Токсубай, Тимеш, Томулла, Чинбулат, Токсай, Толбай, Тоймурза, Тинчяра, Тумрала, Отик, Ветлук.
Янбарис, Ентей, Еншей, Янбай, Ятман, Янмурза, Яранча, Ящтубан, Емеке, Уразай, Яштеряк, Урчим, Хонтирек, Чинтеряк, Явгай, Урзаня…
Ятăн малтанхи пĕлтерĕшне тишкерме тăрăшăпăр. Пĕлетпĕр: нумайăшĕн хальхи ятсен историйĕнче те тарăн тымарĕсем пур. Сăмахран, Петĕр ят авалхи грексен «Петрос» ятне çывăх, ăна «скала» е «камень» тесе куçараççĕ. Вăл Раççейре Христос тĕнне йышăннă хыççăн анлă сарăлнă.
Пирĕн списокри хăш-пĕр ятсен пĕлтерĕшĕсене пăхса тухар:
«Алкай» — тутар ячĕ, «малтанхи ача» тенине пĕлтерет.
«Акмурза» — тутар тымарĕллĕ арçын ячĕ.
«Альдеряк» — чăваш ячĕ.
«Ахмет» — тĕрĕксен хушшинче анлă сарăлнă ят.
«Андар» — тĕрĕк тата мăсăльман йăхĕнчен тухнă ят.
«Албахта» — тĕрĕк ячĕ, ăна «аслă телей» тесе ăнлантараççĕ.
«Байбулат» — тĕрĕк йăхĕнчен тухнă ят. «Бай» — социаллă статус, пуянлăх е власть пысăккине кăтартать, «Булат» (перси чĕлхинчен — «пулад») хĕçсем тума усă куракан çирĕп хурçăна пĕлтерет.
«Исеке»: чăваш чĕлхинче «çул çỹрев миххи» е «пуянлăх».
«Кильдеяр» — тутар ячĕ. «Килтĕм, юратнă çыннăм», «килте», «килнĕ», «çуралнă» тенине пĕлтерет. «Яр» — «тус» е «савни».
«Явкай» — чăваш сăмахĕ, вăл кун вăхăтне пĕлтерет, çулла — 16 сехет.
Чăвашсен Христос тĕнне йышăничченхи ят тымарĕсем тĕрĕк хутлăхĕпе çыхăннă. Çаксене тĕпчессинче чăваш чĕлхи хăй мĕнле пулса кайнине тата унăн историллĕ çул-йĕрне ăнланмасăр май çук. Ăсчахсем чăваш чĕлхине тĕрĕк çемйине кĕртеççĕ пулин те, вăл пăлхарсен йышĕнче уйрăм паллă вырăн йышăнать.
Чăваш чĕлхи чĕрĕ, «ĕçлекен» чĕлхе пулнине палăртни пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах пăлхар чĕлхи çинчен эпир эпиграфи палăкĕсем тăрăх çеç хаклама пултаратпăр. Пăлхар эпитафийĕсен чĕлхине тишкернĕ май тĕпчевçĕсем çав тапхăрти халăх калаçăвĕнче икĕ наречи палăртаççĕ:
Пăлхар — хăяр (р-чĕлхе), ротацизмпа тата ламбдацизмпа палăрса тăрать, тĕрĕк чĕлхисен когур ушкăнне кĕрет
Пăлхар — кыпчак (з-чĕлхе), скогуз-кыпчак типа кĕрет, çакă ăна огуз ушкăнĕпе çывăхлатать..
Пăлхарсемпе чăвашсене, чĕлхене тĕпе хурса, пĕр пеклетме пулать-и? Çук та пулĕ. Араб графикинчи эпитафисене ислам витĕмĕ кĕртни лингвистика графикине кăткăслатать, çавăнпа та çак чĕлхесен тулли уйрăмлăхне ĕнентерекен çирĕплетỹсем хальлĕхе çителĕксĕр.
Вырăс летопиçĕнче «чăвашсем» этнонима пĕрремĕш хут тĕрĕс асăнни 1521 çулпа çыхăннă. Текстра пăлхав пулăмĕсене çырса кăтартнă. Ун чухне чăвашсем ытти халăхпа пĕрле Мускав ставленникне Шах-Алие вырăнтан кăларма тата Сахиб Гирея патшана ларма пулăшнă.
Маларахри версисенче çакă та курăнать: 1469 çулта, тĕслĕхрен, ун чухне Ибрагим хан Хусан ханлăхĕн çĕрĕсене çырса илнĕ имĕш. Çапах та вырăс летопиçĕсен официаллă списокĕсенче ку публикаци çук. Чăвашсем пирки А.И.Лызлов историк-тăлмачă хăй çырнă «Скифские истории» кĕнекере асăннă. Унта вăл 1508 çулта Хусанти «уявсене» чăвашсем те хутшăнни çинчен пĕлтерет, анчах та Лызлов ку кĕнекене 1692 çулта çырнă. «Кая юлнă» ĕçре çакăн пек асăннине официаллă ăслăлăх «тĕрĕс сведени» тесе йышăнмасть.
«Чăвашсем» этнонима палăртнă пĕрремĕш ют çĕршыв авторĕ — Сигизмунд Герберштейн. Вăл «Записки о московитских делах» (1549 çул) ĕçĕнче чăвашсене черемиссем пек ăста тинĕс çỹревçисем, тĕл перекенсем тесе сăнлать. Паллă ĕнтĕ, XVI ĕмĕрччен вырăс докуменчĕсенче чăвашсен мăн аслашшĕсем ытларах «пăлхарсем» пулнă, «чăвашсем» этноним каярах кăна хуçаланма пуçланă.
Историксемшĕн Андрей Курбский кнеç çырăвĕсем уйрăмах паха. Вăл IV Иван патша тапхăрĕнчи пулăмсене тỹрремĕнех хутшăннă. Унăн «Мускаври аслă князь çинчен çырнă историрен» хайлавĕнче 1552 çулта Хусана кайнине çырса кăтартнă. Автор унта «чăваш» тата «черемис горная» тесе асăнать. Тĕпчевçĕсемшĕн ку текст икĕ сăлтав çуратать: Курбский экзоэтнонима вырăссем панă «черемиса горная» тата хăй енчен «чăваш» ятсене уйăрать; кнеç вырăссен административлă пайланăвне ирттерме пуçланă саманта палăртать: чăвашсемпе марисем хушшинчи уçăмлă чикĕ «черемиссем» терминпа çирĕпленмелле имĕш.
Унсăр пуçне Курбский çак сочиненирех Хусан ханлăхĕнче пурăннă халăхсене асăнса тухать: «Пĕр тутар чĕлхисĕр пуçне çав патшалăхра пилĕк тĕрлĕ чĕлхе — мордва, чăваш, черемин, войтецк, абоар, 6-мĕшĕ — пушкăрт». Çакă чăвашсм уйрăм этнос ушкăнĕнче пулнине кăтартать.
XVI ĕмĕрти çырав кĕнекисен кăтартăвĕсем тăрăх социаллă дуализма курма пулать. Пĕр енчен привилегиллĕ çар сословийĕ палăрнă («служилые татары», тепĕр енчен тĕп йышĕ, «ясак чăваш». Паллă ĕнтĕ, документсенче çак тапхăра «тутар-чăваш» пĕлтерĕш уçăмлăн палăрать. Çав вăхăтрах «пăлхарсем» этноним вăл вăхăтри официаллă хутсенче çукпа пĕрех.
Ученăйсем Патреккел çывăхĕнче арабографиллĕ авалхи масар пулнине палăртнă (1327ç.). Çапах та археологи даннăйсем çуккипе эпир вăл вăхăтри халăх йышне тĕп-тĕрĕс палăртма пултараймастпăр. Çакă пирĕн тăрăхри историшĕн «шурă пăнчă» пулса юлать. Ыйтăва çавăн йышши археологи обьекчĕсене танлаштаруллă тишкерсен, тен, татса пама та пулĕ.
Петр КИРИЛЛОВ.
Вăрăмхăва ялĕ.

