Чăваш Енре «Ашшĕ-амăшĕ валли шпаргалка» онлайн-сервис хута янă. «Çирĕп çемье» проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ платформа çемьесене пулăшу илмелли майсем пирки пĕлтерет. Пулăшупа усă курас тесен ятарлă сайтра анкета тултармалла, унта лару-тăрăва уçăмлатмалла. Çавăн пекех сервисра тỹлевсем, çурт-йĕр, вĕренỹ, сывлăх тата налуксем пирки информаци тупма пулать.
«Пулăшу паракан проектсем паян нумай, ашшĕ-амăшĕ кашнин пирки пĕлсе пĕтереймест. «Шпаргалка» çемье мĕнле пулăшу илме пултарнине хăвăрт ăнланма май парать», — палăртать проект координаторĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.

