Среда, 14 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушсăрлăх йỹнĕ пулма пултараймасть

Хăрушсăрлăх йỹнĕ пулма пултараймасть

Электрон сасăлав терактсенчен упранма та пулăшать. Çак шухăша Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Енĕн Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров палăртрĕ. ДЭГ кирек хăш вырăнтан та сасăлама май парать, эппин, суйлав участокĕсенче çын сахалрах капланĕ. Пĕр çĕрте халăх йышлă пухăнни вара, ăнланмалла, паянхи лăпкă мар саманара хăрушсăрлăха тỹррĕнех витĕм кỹрет.

Шкулти хỹтлĕх шанчăклă-и?

Лару шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлессипе çыхăннă темăран пуçланчĕ. Сăмах илнисем пĕри те тепри вĕренỹ заведенийĕсене, ачасене террор акчĕсенчен хỹтĕлес ыйту çинче пусăм турĕç. Ку туртăм «çỹлтенех» килет-тĕр, çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейри вĕренỹ иртрĕ — шкулсен ĕçченĕсем киревсĕр тĕллевлĕ çынсем заложниксене ярса илесрен, çунакан шĕвекпе усă курса теракт тăвасран сыхланмалли хăнăхусене çирĕплетрĕç. Вĕрентỹ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Лежнина 788 вĕрентỹ организацийĕ вĕренекенсене йышăнма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май çĕр-çĕр пин ачапа çамрăк хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем мала тухаççĕ. Ку енĕпе нумай тунă. Кашни шкулта тревога кнопки пур, хăрушлăх çинчен пĕлтермелли тытăм, видеосăнав ĕçлеççĕ. Паянхи лару-тăру, авă, шкулсен путвалĕсен уссине те кăтартать — ракета-дрон хăрушлăхĕн вăхăтĕнче ачасене унта илсе анаççĕ. Анчах унашкалли республикăри 138 вĕрентỹ организацийĕн çеç пур. Ыттисенче вĕренекенсем валли çывăхри урăх вырăнсенче хỹтлĕх хатĕрленĕ. 36 шкулта, пĕр садикра тата пĕр колледжра тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ — Пĕлỹ кунĕ тĕлне пурте хута каяймĕç. Хăшĕсем çĕнĕ çул тĕлне кăна уçăлмалла. Мĕн пур шкулта тĕрĕслев ирттернĕ. Вуннăшĕнче шăпах терактсенчен шанчăклă сыхланас тĕлĕшпе çитменлĕхсем тупса палăртнă. Вĕсене пĕтерме, Марина Николаевна каланă тăрăх, 39,9 миллион тенкĕ кирлĕ. Çапла, хăрушсăрлăх пĕртте йỹнĕ мар. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче шанчăклă хурал ĕçлеме тытăнĕ. Шупашкарта ку ĕçе уйрăм çынсен 17 хурал предприятине явăçтарса пурнăçлаççĕ. Хула пуçлăхĕ Станислав Трофимов кашни шкул тавра карта тытнине, хапхасене питĕрнине, пропуск режимне ĕçе кĕртнине çирĕплетрĕ. Хальлĕхе 15-шĕнче КППсем пур. Нумай шкулти видеокамера ỹкерĕвне тĕп хулан «Хăрушлăхсăр хула» тытăмĕпе çыхăнтарнă. МЧСăн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Закутаев хăй ертсе пыракан ведомство шкулсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă 341 çитменлĕхе тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсен пысăк пайне пĕтернĕ ĕнтĕ, çапах ĕçлемелли пур-ха. Вăл кăçал вĕрентỹ учрежденийĕсенче виçĕ пушар пулнине те пытармарĕ. Унсăр пуçне оборудованипе авари пулнă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. çавна май МЧС представителĕсем тимлĕ пулни, çитменлĕхсене пĕтермешкĕн çирĕп ыйтни пĕртте ытлашши мар — ку ачасен хăрушсăрлăхне тỹррĕнех пырса тивет.

Николай КОНОВАЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code