Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи августăн 18-мĕшĕнчи 147-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн хореографи преподавателĕ Светлана Ильинична Карамаликова ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл, вĕренỹ тытăмĕнче çĕнĕлле ĕçленĕшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çулсерен паракан ятарлă премине тивĕçнĕ.

