Августăн 19-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Сергей Павлов Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче активпа тĕл пулнă май, кун йĕркинчи тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ.
Пĕтĕмĕшле — ỹсĕмлĕ
Чăваш Республикин 2026 çулхи ултă уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата бюджета пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕсене Елчĕк округĕн кăтартăвĕсемпе çыхăнтарăпăр. Паянхи кун тĕлне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, округра пĕчĕк тата вăтам предпринимательсен субъекчĕсем 21 единица чухлĕ ỹснĕ. Ку направлени округра ĕçпе тивĕçтерессипе тĕп шăнăр шутланать — ĕçлекенсен 65 проценчĕ кунта.
Усламçăсен тавар çаврăнăшĕн кăтартăвĕ те ỹсĕмлĕ: 1483 миллион тенке (Ç2,5 процент) çитнĕ.
Промышленность продукцийĕсем туса кăларасси 103 процент (605 млн тенкĕ) ỹснĕ. Ку отрасльте ĕç укçи пĕлтĕрхи шайран 36 процент таран (42000 тенкĕ) çĕкленнĕ. Ĕçлекенсен шучĕ — 175.
Ял хуçалăхĕпе илсен, пĕтĕм категорири хуçалăхсен тупăшлăхĕ 1-мĕш квартал кăтартăвĕсемпе 337 млн тенкĕпе танлашать. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ пурĕ 12150 пуç, вăл шутран сăвăнаканнисем — 4559. Сĕт (5 процент), аш-какай (9 процент) туса илесси чакнă.
Округ шайĕнче вăтам ĕç укçи 48507 тенкĕпе танлашать. Ỹсĕм — 9 процент.
Кăçалхи çур çулта округра 591 тăваткал метр чухлĕ 5 çурт хута янă. Юлашки тапхăрта ку тĕлĕшпе ĕç палăрăмĕ туйăнмасть, мĕншĕн тесен хваттер ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ çук. Ултă уйăхра пĕр çамрăк çемье пурăнмалли условине (1,4 млн тенкĕлĕх) лайăхлатнă, виçĕ тăлăх ачана 3 сертификат (пĕтĕмпе 10,2 млн тенкĕлĕх) панă.
2026 çулхи ултă уйăхри бюджет тупăшлăхĕ 357,4 млн тенкĕпе танлашнă е иртнĕ çулхинчен 5,1 процент ỹснĕ. Харпăрлăх тупăшĕ — 94,1 млн тенкĕ (Ç6,8 процент), çав шутран налук пуçтарнин тỹпи — 79,1 млн тенкĕ (Ç9,3 процент).
Республика бюджетĕнчен уйăрнă нухрат 263,3 млн тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхипе шайлаштарсан 104,5 процент çакă.
Бюджет расхучĕн пайĕ — 340,9 млн тенкĕ. Социаллă-культурăллă сферăна пĕтĕмпе 259,6 млн тенкĕ уйăрнă пулсан, вăл шутран вĕренĕве — 198,8 млн тенкĕ, культурăна — 38,7 млн тенкĕ, физкультурăпа спорта — 15,6 млн тенкĕ, социаллă политикăна — 6,5 млн тенкĕ. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăкакланă бюджетри сумма 12,4 млн тенкĕ.
Мĕнле сасăламалла?
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин IX созывĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн VIII созывĕн суйлавĕсен сасăлавĕ 2026 çулхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче иртет. Тĕп кунĕ — сентябрĕн 20-мĕшĕ.
Сасăлав майĕсем тĕрлĕрен.Суйлав участокĕнче. Енчен те эсир пропискăра тăракан вырăнта сасăлатăр пулсан, сире икĕ бюллетень параççĕ: пĕри — парти списокĕсемпе, тепри — çак округри кандидатсемпе.
Эсир, енчен те, хăвăрăн пĕр мандатлă округ тулашĕнче сасăлатăр пулсан (тĕслĕхрен, «Мобильный избиратель» тытăмĕпе), сире парти списокĕсемлĕ бюллетень çеç параççĕ. Кун пек чухне округри кандидатшăн сасăлама май çук. Сасăлавччен 3 уйăх маларах хăвăр килнĕ вырăнта регистрациленетĕр пулсан кăна пурнăçлама пулать çакна.
Дистанциллĕ электрон сасăлавĕ (ДЭГ). Онлайн майĕпе сасăлама май пур. Çавна май августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 14-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени памалла. Сасăлав ятарлă порталта иртет. Эсир хутшăнасси çирĕпленсен сире электронлă сасăлав списокне кĕртеççĕ, суйлав участокĕнче хут бюллетеньсем памĕç.
Килте сасăласси. Сывлăха е ытти сăлтава пула суйлав участокне пыраймастăр пулсан комиссие киле килме ыйтса заявлени çырмалла. Кунта та Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе (сентябрĕн 10-16-мĕшĕсенче 23,59 сехетчен) усă курма е хăвăрах телефонпа, е урăх çын урлă суйлав комиссине (сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕнче 14 сехетчен) шăнкăравлама пултаратăр.
Регистрациленмен вырăнта сасăласси. Заявление («Мобильный избиратель») маларах Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ, НФЦ, территори суйлав комиссийĕ е харпăр хăй участокри суйлав комиссине пама пултарать.
Августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен «ИнформУИК» проектпа килĕшỹллĕн суйлав комиссийĕсен 64 членĕ символла пĕлтерĕшлĕ ятарлă тумсемпе суйлавçăсен килĕсенче пулса яваплă политика тапхăрĕ пирки ăнлантару ĕçне йĕркелĕç.
Вăрмансене сыхлăх кирлĕ
Европăри чылай çĕршывра пушарсене пула вăрмансем çеç мар, кил-çуртсемпе тĕрлĕ объект кĕле çаврăнни çапла калама хистет. Пирĕн округра йывăçлăх лаптăкĕсем пысăках мар пулин те, хăрушлăх çук мар.
Республикăра вăрмансене пушарсенчен сыхлас тĕллевпе 150 единица ятарлă техника, 785 единица оборудовани тата 1500 единица тĕрлĕ инвентарь хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне 11 видеокамера вырнаçтарнă. Çанталăк шăрăх тăнă тапхăрта пĕлтĕр туяннă «Геоскан-801» модельлĕ 14 хăй тĕллĕн вĕçекен аппаратпа усă курнă.
Вăрмансен пысăк лаптăкĕсем Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел, Етĕрне, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле округĕсемпе çыхăннă. Августăн 17-мĕшĕ тĕлне республика территорийĕнчи вăрмансенче 2 пушар (0,03 гектар) тухнă, иртнĕ çул, çак тапхăр тĕлне, 4 (25,9 гектар).
Çуллахи тапхăрта, ятарлă хушупа килĕшỹллĕн, вăрмансене кĕме чараççĕ. Ытти чухне те унта кăвайт чĕртме, сỹнтермен пирус тĕпĕсем пăрахма, çỹп-çап хăварма юрамасть. Вăрман хуçалăхĕсенче, паллах, патруль ĕçне те йĕркелеççĕ, хăрăк-туратсемпе типĕ курăксене тасатассипе те тимлеççĕ. Çавăн пекех лаптăксене сухаласси те (1,4 метр сарлакăш) тĕп мероприятисен планĕнче.
«Ниме — халăх бюджечĕ» проект
Чăваш Енре 2017 çултанпа ĕçлет. Çав тапхăрта пирĕн округра та территорисене хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе вун-вун проект хута янă. Кăçал пĕтĕмпе 51 проекта ĕçе кĕртмелле. Территори пайĕсенчен чи нумаййи, вуншар, Курнавăшсемпе Елчĕксен. Çак таранччен округра 14 проекта вĕçленĕ, 21 объектпа ĕçлеççĕ, 16-не пуçăнман-ха.
Леонард Левыйпа Сергей Павлов Аслă Пăла Тимешĕнчи асăннă проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан объектпа, пулас модульлĕ пушар деповĕн çурчĕпе паллашнă: «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле сумма — 6240512 тенкĕ.
Кавалти культура çуртне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк çĕршывăн культури» проекчĕпе хăтлăлатаççĕ. Контрактпа çирĕплетнĕ ĕçсене (9 миллион та 150 пин тенкĕлĕх) çывăх вăхăтра вĕçлеме палăртнă. Ертỹлĕх унти лару-тăрупа кăмăллă юлнă.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă Сергей Павловпа Леонард Левый çавăн пекех округ администрацийĕнче уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Николай МАЛЫШКИН.

