Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă чунĕшĕн хисеплеççĕ

Ырă чунĕшĕн хисеплеççĕ

Участокри суйлав комиссийĕсене пысăк яваплăхлă, анлă тавра курăмлă, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултаракан çынсене суйлаççĕ. Вĕсем ĕçе тĕрĕс, саккунпа килĕшỹллĕн уççăн йĕркелесе пынинчен килет суйлав мĕнле иртесси.

Светлана Михайловна Кириллова (хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова) Вырăскасси ялĕнчи 1964 номерлĕ суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕнче тăрăшать. Çак ĕçре 2025 çултанпа вăл.

— Малтанах ĕçлеме çăмăл пулманнине пытармастăп. Кирек хăш должноçа шанса парсан чи малтан чылай çĕнĕлĕхпе, пĕлменлĕхпе тĕл пулма тивет. Хăнăху, опыт кирлĕ пур ĕçре те. Çапах та шаннă тивĕçе пысăк хастарлăхпа пурнăçлани, çĕннине пĕлме ăнтăлни, ĕçтешсемпе, халăхпа пĕрлĕхре ĕçлесе пыни мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе пыма пулăшать. Аслă ăрури ĕçтешсем пулăшăвĕ те питĕ вырăнлă пулчĕ, — аса илет хĕрарăм. Светлана Вырăскасси ялĕнче 1964 çулта çуралнă. 1986 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Таяпа Энтри ялĕнчи шкулта тăрăшма пуçланă. Пĕр ял каччипе Алексей Семенович Кирилловпа пĕрлешсе çемье çавăрнă вĕсем. Туслă мăшăр 3 ача — икĕ хĕр те пĕр ывăл — çитĕнтернĕ. Александра, Анастасия, Александр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи информатика тата шутлав техники, строительство, электроэнерги факультечĕсенче вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ, Шупашкарта тата Мускавра тĕрлĕ организацинче хăйсен профессийĕсемпе тăрăшаççĕ. Ачасенчен Александр мăшăрлă.

— Суйлав ĕçне пуçласа 1989 çулта Таяпа Энтри ялĕнчи шкулта вĕрентнĕ вăхăтра асăннă ялти участокăн комисси членĕ пулса хутшăнтăм. Çĕнĕлĕхе йывăрлăхран хăнăхсан кайран çăмăл. Ют ялта суйлав комиссийĕнче пулни тата та пысăк опыт пачĕ. Ял çыннисен пысăк пайĕпе суйлавпа çыхăннă ăнлантару ĕçĕсене ирттернĕ вăхăтра паллашма тỹр килчĕ (эпĕ ачисем шкула çỹренĕ ашшĕ-амăшне анчах аван пĕлнĕ вăл вăхăтра), — аса илет педагог. 1990-1993 çулсенче вăл Çĕнĕ Пăва, ун хыççăн 1993 çултан хăй вĕренсе тухнă Курнавăш шкулĕсенче математика предметне вĕрентнĕ. «Маншăн чи кирли — ачасене тарăн пĕлỹ парса вĕсене шкул хыççăн малалла ăс пухма çул уçасси» — тет вăл. Вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ амăшĕ те хăйсен учительне ырă чунĕшĕн, пĕлĕвне ача патне çитерме пултарнăшăн хисеплеççĕ.

Суйлав пирки калаçнă май Светлана Михайловна çапларах пĕлтерет:

— Эпир списока кĕртнĕ кашни çын суйлава хутшăнтăр тесе тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра ăнлантару тапхăрĕ пырать. Кашни хуçалăха çитсе суйлав хăш кунсенче иртни тата мĕнле майпа сасăлама май пулни пирки калаçатпăр. Тĕрĕс ăнлантару ĕçĕнчен суйлав мĕнле иртсе каясси нумай килет. Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласси — пирĕн тĕп тĕллев. Ку пĕччен тумалли ĕç мар, комисси членĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пыратпăр. Суйлавçăсем суйлава хаваспа килччĕр тесе тăрăшатпăр, çавна май кашни сасăлав тапхăрĕнче интереслĕ куравсем йĕркелесси йăлара. Курава ытларах ялти алă ăстисен ĕçĕсене тăрататпăр.

С.Кириллова хăй те алă ăсти. Тĕрлеме, çыхма кăмăллать хĕрарăм. Унсăр пуçне мăшăрĕпе ялти «Шанăç» фольклор ансамбльне юрлама çỹреççĕ. Чылай çул ĕнтĕ кунта вĕсем. Юрласси çемьешĕн пурнăç илемĕ, чун апачĕ.

— 2026 çулхи сентябрĕн 18, 19, 20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Çак сасăлава халăха хастар хутшăнма ыйтас килет. Çĕршыв, республика пуласлăхĕ, ялти лайăх пурнăç кашни çынран, вăл сасăлава хутшăнса хăйĕн сассине панинчен нумай килет. Сăмах май, комисси членĕсен ячĕпе ял халăхне кашни суйлава хастар хутшăннăшăн та пысăк тав сăмахĕ калатăп. Кашнинчех пире ялти сумлă ватă, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Семенович Кириллов пил панине палăртма кăмăллă. Сасăлава вăл яланах пĕрремĕш хутшăнать (иртнĕ çулсенче тунă сăн ỹкерчĕкре). Кăçалхи суйлав та ăнăçлă иртессе шанса тăратпăр, — çапларах тав сăмахĕсем калать Светлана Кириллова.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code