Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт мĕншĕн йỹçмест?

Сĕт мĕншĕн йỹçмест?

Килти сĕт хăвăрт йỹçет, лавккаран туянни вара темшĕн йỹçмест. Унта сиенлĕ япала ярса тултармаççĕ-ши?

Сĕт-çу заводĕнче сĕте вĕрилентерсе хатĕрлеççĕ. Çак ĕç унри сиенлĕ япаласене пĕтерет. Хатĕрлев тĕрлĕ майпа пулать:

— Пастеризациленĕ чухне сĕте 60-70 (хăш-пĕр чухне 90) градуса çитерсе ятарлă вăхăт тытаççĕ. Тĕслĕхрен, 30 минут. Ку сиенлĕ микроорганизмсене пĕтерме пулăшать.

— Ультрапастеризациленĕ чухне 134-137 градуса хăвăрт çитерсе 2-4 çеккунт тытаççĕ те хăвăртрах сивĕтеççĕ. Кун пек чухне сиенлĕ микроорганизмсем йăлтах пĕтеççĕ тесен те юрать.

— Стерилизациленĕ май сĕте 100 градусран ытларах вĕрилентереççĕ, çапла 20 минут тытаççĕ. Ун хыççăн сĕтре чĕрĕ микроорганизмсем, вĕсене ĕрчемелли япаласем нимĕн те юлмаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code