Елчĕкри культура керменĕнче округри ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право органĕсен ветеранĕсен пленумĕ иртнĕ.
Вырăнти пуçламăш организацийĕн ертỹçи Елена Петрова туса ирттернĕ ĕçсемпе тата малашнехи тĕллевсемпе паллаштарнă. Пленум ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Елчĕк ен ентешлĕхĕн хастарĕсем — Юрий Карпов, Василий Шадриков, Серафима Терентьева хутшăннă, чи пултаруллисене Хисеп хучĕсемпе чысланă.

