Тип Тимеш ялĕнчи Василипе Раиса Михайловсем пурнăç çулĕпе мăшăрлă утма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă тунă.
Паллă пулăма шута илсе ăнланупа килĕшỹре телей тупнă мăшăра округ администрацийĕн ЗАГС пайĕнче чысланă.
Василий Яковлевич та, Раиса Ивановна та 40 çула яхăн колхоз ферминче вăй хунă. Тăрăшулăхне кура Хисеп хучĕсене, укçан премие тивĕçнĕ. Михайловсен 5 ача, 14 мăнук. Виçĕ ывăлĕ те тата пĕр мăнукĕ çар тивĕçне пурнăçланă, вĕсенчен аслипе мăнукĕ — çар ĕçĕсен ветеранĕсем.
Аслисен ĕçченлĕхĕпе тараватлăхĕ, тимлĕхĕпе чăтăмлăхĕ кĕçĕннисенче те вăй илет. Тĕрлĕ сферăра ĕçлесе çакна çирĕплетеççĕ те вĕсем.

