Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç пĕрре килет…

Пурнăç пĕрре килет…

Çĕнĕ вăхăт çĕнĕ паттăрсене çуратать. Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çынсем халăхра пайтах. Мирлĕ ĕçсенче те, вăрçă хирĕсенче те паянхи кун нумай чăваш çынни лайăх енĕпе палăрса тăрать. Вĕсем Раççей экономикине çỹллĕ шая хăпартассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешеççĕ. Паллах, СВОри салтаксемпе офицерсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыва хỹтĕленĕ ветерансен тĕслĕхĕ вăй парса тăрать, вĕсен çĕнтерĕвĕ СВО та пирĕн çĕнтерỹпе вĕçленессине шантарать. Эпир çак статьяра вăрçăпа ĕç ветеранĕ, пархатарлă ĕçсемшĕн Совет Союзĕн тата Чăваш Республикин наградисене тивĕçнĕ, пурнăç çулне чыслă утса тухнă Кỹлпуç ялĕн çыннине Василий Никитыч Егорова сума суса халаллатпăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Василий Егоров 18 çулхи каччă пулнă. Хăвăлçырмари 7 класлă шкула ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн вăл Калинин ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ. Каярахпа Елчĕкри машинăсемпе тракторсене юсакан (МТС) станци çумĕнчи трактористсене хатĕрлекен шкула вĕренме кĕнĕ. Алла тракторист правине илнĕ хыççăн çавăнтах тракторист пулма вырнаçнă.

Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех опытлă трактористсене çар комиссариатне чĕнтернĕ, салтак тумĕ тăхăнса вĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕлеме фронта тухса кайнă. Çамрăк трактористсене тỹрех вăрçă хирне яман. Кунта икĕ пысăк сăлтав пулнă: пĕр енчен пулас танкистсене техникăна тĕплĕн вĕрентсе çитересси, тепĕр енчен хирсене сухалас, тыр-пул акас тата пуçтарса кĕртес ĕçсенче колхозсенче специалистсене сыхласа хăварасси…

Мускав çывăхĕнчи çапăçусем 1942 çулхи январь уйăхĕнче Гитлерăн «Блицкриг» планне чăл-пар аркатса тăкнипе вĕçленнĕ. Совет салтакĕсем нимĕçсене Мускавран 100-150 çухрăм таран хăваласа янă. Мускава тытса илме çуккине ăнланса нимĕç командованийĕ 1942 çулта Сталинград хулине пăхăнтарса Атăл урлă каçма, кайран Мускава хĕвел тухăç енчен тапăнма план туса хунă. Фронтри йывăрлăхсене шута илсе Совет Союзĕн Верховнăй командованийĕ тылри специалистсене те мобилизацилеме пикенет.

Василий Егорова çара 1942 çулхи апрель уйăхĕнче илсе кайнă. Ăна 20 армири танксен 17 бригадинчи 139-мĕш полкра Т-34 танк механик-водитель должноçне çирĕплетнĕ. Сталинград фронтĕнчи çапăçусем питĕ йывăр пулнă. Нимĕçсен, румынсен тата итальянсен дивизийĕсем çине-çинех атакăланă. Çапăçусем Сталинград хулинчех пынă. Çав вăхăтра ĕнтĕ пĕтĕм çĕршыв илтмелле Зайцев сержант сасси янăраса кайнă: «Атăлăн сулахай енче пирĕншĕн вырăн çук. Каялла пĕр утăм та тумастпăр!» 1942 çулхи августăн 22-мĕшĕнче хĕрỹ çапăçу вăхăтĕнче Василий танкĕн гусеницине нимĕç снарячĕ татса пăрахать. Гусеницăна юсанă вăхăтра унăн сылтăм кăкăрне пуля шăтарса тухса каять. Санитари пуйăсĕ çинче кăна тăна кĕрет вăл. Госпитальте сипленнĕ хыççăн 1943 çулхи май уйăхĕнче Егоров сержанта хăй службăра тăнă 139-мĕш полкрах отделени командирне лартаççĕ.

1943 çулхи çуллахи çапăçусем Курск, Белгород, Орел таврашĕсенче питĕ юнлă та хаяр иртнĕ. Василий Егоров — Курск ункинчи çапăçусен участникĕ.

Июль уйăхĕнчи пĕр атака вăхăтĕнче снаряд осколокĕ Василин хул пуççине çĕмĕрсе пăрахать. Госпитальте тухтăр пỹрнисене йĕппе чиксе ыратнине туйни çинчен ыйтнă. Василий ыратни çинчен пĕлтерсен аллине ампутаци туман, суранне çуса тасатса бинтланă та пуйăспа тылри госпитале ăсатнă. Унтан ăна Йошкар-Олари запаслă полка куçарнă. 1945 çулхи апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл тăнă полка Берлин операцине хутшăнма илсе кайнă. Василие, 2-мĕш ушкăнри инвалида, Йошкар-Олара çар машинисене юсама хăварнă. Çапла вара Аслă Çĕнтерĕве вăл çавăнтах кĕтсе илнĕ. Çулла демобилизаци йĕркипе килне таврăннă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче районти колхозсен тракторĕсене Елчĕкри МТСра юсанă. Мĕншĕн тесен колхозсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлама запас пайĕсем те, ăста специалистсем те, оборудованисем те тата услови те пулман. Василий Никитыча унта механик пулса ĕçлеме хапăлласах йышăннă. Тăватă çул ял хуçалăх техникине «çĕнĕ пурнăç» парассипе тăрăшнă хыççăн унăн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Василий авланать. Арăм пулма Петровка ялĕн хĕрне Клавдия Беляевăна суйласа илет. Çав вăхăтрах «Искра» колхоз председателĕ Алексей Александрович Купташкин Егорова колхозри трактор бригадин бригадирĕ пулма сĕнет.

Вунă çул ытларахри тапхăрта машинăпа трактор паркĕ палăрмаллах улшăнать. Кунта техника валли çĕнĕ блоксемпе гаражсем, запас пайсем упрамалли складпа эстакада хута кайнă. Паркра столовăй уçассипе тата фельдшер пунктне йĕркелесе ярассипе те Василий Никитыч нумай ĕç туса ирттернĕ. Тимĕрçĕ лаççи уçнинче те унăн тỹпи пысăк. Кунта ĕçлеме тытăннă Михаил Никонорович Дудкин çамрăк тимĕрçĕ чăн-чăн асамçă пулнă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер юрăхсăра тухнă тракторсен пайĕсене юсама маçтăрлăх çитернĕ. Ытларах унăн хастарлăхне тата токарьсен ăсталăхне пула трактористсем юсав ĕçĕсене вырăнтах пурнăçлама тытăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Кỹлпуçри машинăпа трактор паркĕ районта малтисен ретĕнче тăнă. Паллах, çак çитĕнỹсенче Егоров бригадирăн тỹпи те пĕчĕккĕ пулман.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Совет правительстви çĕршывра çул-йĕр тăвас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма тытăннă. Транспорт шучĕ ỹссе пынă май асфальт çулсем çителĕксĕр пулни пысăк чăрмав пулса тăнă. Ятарлă пĕлỹ илмен пулин те, Елчĕкри çул-йĕр предприятин администрацийĕ Егорова çул-йĕр маçтăрĕ пулма сĕнсессĕн вăл пĕр иккĕленмесĕрех килĕшнĕ. Çак ĕçре вăл 10 çула яхăн вăй хунă. Уйрăмах 1969-1970 çулсенче Канашпа Елчĕк хушшинчи трассăна тунă вăхăтра Василий Никитыч пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çула Елчĕк районĕн çĕрĕ çинче тунă чухне вăл çул-йĕр хывакан рабочисен бригадисен ĕçне йĕркелесе тăнă.

1974 çулта «Знамя» колхозăн Кỹлпуç ялĕнчи 2 пин пуç сысна усрамалăх витисене çĕнетнĕ хыççăн колхоз правленийĕ унăн заведующийĕ пулма В.Егорова çирĕплетет. Çав çулсенче сысна ферми питĕ тухăçлă ĕçлесе пынă. Патшалăха аш-какай сутас плана ирттерсе тултарнăшăн ферма ĕçченĕсене те, ертỹçине те нумай хутчен Тав хучĕсем парса чысланă, кану çурчĕсене канма кайма тỹлевсĕр путевкăсем, премисем парса хавхалантарнă. Фермăра сысна пăхакансем валли душ пỹлĕмне хута янă, медпункт тата апатланмалли пỹлĕм ĕçленĕ.

Çапла, ăçта ĕçлесессĕн те Василий Никитыч шаннă тивĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пынă. Производствăна аталантарас тĕлĕшпе туллин тăрăшнă май ĕçлекенсен ĕç условине лайăхлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă вăл…

Тивĕçлĕ канăва тухиччен кăшт маларах, 1981 çулта, Василий Егоров мăшăрĕпе Шупашкара пурăнма куçса каять. Тĕп сăлтавĕ — ывăлĕсемпе çывăхрах пурăнасси. Чăн та, виçĕ ывăлĕ те вăл вăхăтра унта тĕпленнĕ.

Аслă ывăлĕ — Петр Васильевич — Чăваш Республикин шалти ĕçсен тытăмĕнче пушар хуралăн уйрăмĕнче ĕçленĕ. Майор. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Елчĕк районĕнчи пушарсемпе кĕрешекен службăсене контрольлесе тăракан куратор пулнă. Петр Васильевич районти предприятисен ертỹçисене çитменлĕхĕсем çинчен кỹренмелле мар ăнлантарма пултарнă. Çавăнпа предписани илсессĕн те (унсăрăн пулман, паллах) сайра-хутра çеç ỹпкелешекенсем тупăнкаланă. Аслă ăрури пушар хуралĕн ĕçченĕсем Петр Васильевича халĕ те ырăпа кăна аса илеççĕ. Шел, вăл тивĕçлĕ канăва кайсан тепĕр çултанах çĕре кĕчĕ.

Вăталлăхи, Анатолий Васильевич, Шупашкарти стройматериалсен базин тĕп директорĕ.

Кĕçĕн ывăлĕ — Владимир Васильевич — Шупашкар хулинчи шкулсенче математика учителĕнче ĕçленĕ.

Вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Çапла вара Василий Никитыч йăхĕ малалла тăсăлать. Пытарма кирлĕ мар, аслă пĕлỹ илме тỹр килменшĕн хăй вăхăтĕнче вăл куляннă та. Ывăлĕсем тивĕçлĕ пĕлỹ илме пултарни ăна, паллах, савăнтарнă.

Шупашкара пурăнма куçсассăн Василий Никитыч электроизмеритель приборĕсене тăвакан заводра кладовщик пулма вырнаçнă, 1983 çулта çак ĕçренех тивĕçлĕ канăва каять.

«Ĕçсĕр пĕр кун та» — çавăн пек девизпа пурăннă Василий Никитыч Егоров. Çав сăмахсене çирĕплетсе вăл ывăлĕсен пулăшăвĕпе Алькешре çурт хăпартать. Пахчара тĕрлĕрен çимĕçсем лартса ỹстернĕ, пỹрт умне хитре чечексем илем кỹрсе тăнă. Вĕсем патне час-часах ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем килсе çỹренĕ. «Эпĕ телей мĕн иккенне пĕлместĕп, анчах хам пурнăçпа кăмăллă», — тени паян та асăмра.

…В.Егоров чĕри 1998 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче сасартăк тапма чарăннă. Вăрçă суранĕсем пĕр систермесĕр хăйсене аса илтернĕ. Ăна Шупашкарта пытарнă.

Хăюлăхпа паттăрлăхне тата хастарлăхне кура ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, медальсемпе, Тав хучĕсемпе чысланă.

Владислав ПИНЕР.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code