Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕплĕ, шанчăклă

Тĕплĕ, шанчăклă

Елчĕк ен хаçата алла илсенех юлашки страницине пăхатпăр. Çывăх çыннисем, ачисем тăванĕсене юбилейпа саламланисене вуласа пĕлетпĕр. Сумлă çулсем хушăнса пыни хамăр тăрăхри халăх ватăлса пынине те кăтартать.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче те кăçал 14 çын 70 çулхи юбилейне уявлать. Вĕсенчен пĕринпе паллаштарас тетĕп сире, хаклă вулаканăмăрсем.

1956 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Генрих Никандровичпа Евстолия Васильевна Портновсен çемйинче 3-мĕш ывăл — Анатолий — кун çути курнă. 7 пĕр тăван пулнă вĕсем. Шел пулин те, 3-шĕ пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Йышлă çемьере ỹснĕ Толик çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă. Амăшĕ сад бригадинче ĕçленĕ май, ача хăмла, чĕкĕнтĕр-кишĕр пайĕсем çинче ỹснĕ тесен те йăнăш пулас çук. Телее, шкул çумĕнчех пурăннă вĕсем. 8-мĕш класран вĕренсе тухсан арçын ача «Победа» колхозра ĕçлеме пуçăннă. Ĕçченскере хуçалăх ертỹлĕхĕ ДОСААФ урлă водителе вĕренме янă. Алла права илсен 1974 çулта çар службине тăнă çамрăк. Чăваш ачи çар тивĕçне Байкал тăрăхĕнче пурнăçланă. Чун-чĕре тăван енех туртнă. Яла таврăнсан ертỹçĕсем çамрăк каччăна ГАЗ-51 автомашина шанса панă. Вунă яла пĕрлештерсе тăракан «Победа» колхозăн кашни ялĕнче тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивнĕ Анатолийăн. Çак çулсенче паллашать те ĕнтĕ вăл пулас мăшăрĕпе. Питтĕпел ялĕнчи Бакаловсен Таня ятлă хĕрĕ Шупашкар хулинче пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Яла килсе-кайса çỹренĕ чух (вăл вăхăтра ялсем хушшинче автобуссем çỹремен) Анатолий хĕре район центрне ларткаласа кайнă. Сарă чечек пек хитре пикене йĕкĕт пĕрре курсах юратса пăрахнă. Таня та сăпай та тĕреклĕ каччăна кăмăлланă. Черетлĕ Çĕнĕ çул уявне паллă тума яла килсен çамрăксем пĕрлешеççĕ. Ку вăхăтри йăла-йĕркепе хĕре малтан çывăх тăванĕсем патне илсе кĕреççĕ. Кайран тин çамрăксем ашшĕ-амăшĕн çуртне пыраççĕ. Шавлă туй-çăнăхта хыççăн çĕнĕ кине колхоз ферминче пăрусем пăхма шанаççĕ. Пысăк юратура часах хитре хĕр ача Светлана çуралать, тепĕр икĕ çултан ывăл — Володя — çĕр çине килет. Çемье хушăнса пыни мăшăра хăйĕн йăвине йĕркелеме хистет. Ялта сутăнакан çурт тупăнать. Ăна туянса çамрăксем тĕп çуртран уйрăлса тухаççĕ. Кивĕ кил-çурт ăшă тытмасть, çакă Портновсене кĕске вăхăтра çĕнĕ çурт тума хистет. Ырми-канми ĕçлекен мăшăра ашшĕ-амăшĕ, тăван хуçалăх ертỹçисем май пур таран пулăшаççĕ. Çапла вара вĕсем кирпĕч çурт хăпартса лартаççĕ — 1991 çулта çĕнĕ пỹртре пурăнма тытăнаççĕ. Çĕнĕ çурта çĕнĕ кайăк вĕçсе кĕрет. Ывăл ачана Сергей ят параççĕ. Кил-çурт телейĕ хушăнсах пырать. Ĕçчен мăшăр «Победа» хуçалăх саланса кайиччен унтах ĕçлет. Каярах арканнă колхоза пуçтарса Н.Головин çирĕп хуçалăх йĕркелет. Анатолие кунта ял хуçалăх техникине юсаса тăма çирĕплетеççĕ. Каçсерен фермăра тăрать вăл, выльăхсене шывпа тивĕçтерес яваплăха та хăй çине илет. Ака-суха тунă вăхăтра механизатор тивĕçне пурнăçлать. Шанчăклă ĕçчене 2013 çулта пушар машини шанса параççĕ. 10 çул пĕр улшăнмасăр ĕçлет вăл, пушар службин ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçласа пырать. Миçе пушара çитсе халăха вăхăтлă пулăшу панин шутне те пĕлмест арçын. «Талăкра икĕ пушара кайнисем те пулнă», — аса илет халь Анатолий. Унăн ĕçне тивĕçлĕ хакланине Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ 2015, 2018 çулсенче Тав çырăвĕсем парса чыслани лайăх çирĕплетет. «60 лет пожарной охране Яльчикского района» медальпе те чысланă ентеше.

Шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан чăваш арĕ тивĕçлĕ канăва кайсан тата 7 çул тăрăшать.

Пенси çулĕсенче те ĕçсĕр ларма пултараймасть Анатолий. Мăшăрĕ операци хыççăн куç çивĕчлĕхне çухатать. Çын пулăшăвĕсĕр пурăнма йывăр ăна. Упăшки ăнланса пулăшса пыни арăмне лăпкăлăх кỹрет. Арçын çапла майпа пурнăçа кирлĕ пек тытса пырать. Тĕреклĕ хуçалăхра пурте пур: выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп… Пахча çимĕçне те тулăх ỹстереççĕ, пỹрт умĕнче хитре чечексене пăхма та вăхăт çитет. Пỹртри кантăксем çинчи тĕрлĕ чечек те кăмăла çĕклет.

Портновсен ачисем кану кунĕсенче тăван киле килсех çỹреççĕ. Светлана тĕп хулара воспитатель пулса ĕçлет, мăшăрĕпе 1 хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Володя мăшăрлă, товароведра ĕçлет. Сергей сĕтел-пукан пуçтарнă çĕрте вăй хурать, савнă мăшăрĕпе 1 ывăл ачана пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ.

Çу кунĕсенче мăнукĕсем савăнăç кỹреççĕ. Каникул иртмесĕр те хулана каймаççĕ, ватăсене питĕ сума сăваççĕ, вĕсем пурришĕн Турра тав тăваççĕ.

Зинаида ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code