Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Юрă-кĕвĕ çунат хуштăр»

«Юрă-кĕвĕ çунат хуштăр»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем хыççăн юрă-кĕвĕ уйĕнче Виталий Адюков ячĕ янăраса тăратчĕ. Вăл юрлакан «Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр», «Аттепе анне пулсассăн…», «Сивĕтессе пĕлнĕ пулсан», «Утмăлтурат» юрăсене радиопа тăтăшах паратчĕç. Халăхра та анлă сарăлнăччĕ вĕсем.

Асăрханă-и, юрă сăввисен авторне чылай чухне асăнмаççĕ те. Виталий Ивановичпа пĕр «кимĕре ишекенĕ» вара Аслă Елчĕк ачиех — Виталий Патшин. Нумаях пулмасть пурнăçăн çичĕ теçеткине хыçа хăварнăскерпе хăйĕнпе тĕл пултăмăр.

Унăн кун-çул уттинчен çакă курăнать: ялти вăтам шкула, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне пĕтернĕ. Икĕ çул çар тивĕçне пурнăçланă. Хăвăлçырма тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче виçĕ çул ĕçлесен Шупашкара куçать. Хваттер ыйтăвĕн çивĕчлĕхне шута илсе ăна пир-авăр комбинатне вырнаçма сĕнеççĕ. Чăн та, мастер пулăшуçи виçĕ çултан пỹлĕмлĕ пулать. Ку ĕçре 9 çул тăрăшать вăл. Авалхи чăвашсен çак асамлă цифри тата икĕ хутчен çырăнать унăн ĕç кĕнеки çине: хулари 2-мĕш номерлĕ гимназире тата Мускаври социаллă университетăн филиалĕнче физкультура учителĕнче ĕçленĕ май. 2014 çулта Виталий мăшăрĕпе, Валентина Леонидовнăпа, ашшĕ-амăшне пăхас тĕллевпе тăван ялне таврăнаççĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ, Александрпа Екатерина, хăйсен çемйисемпе аякра: Голландире тата Мускавра. Çыхăнăва ялтисемпе икĕ мăнукĕ те час-часах тухаççĕ.

Аслисем паян пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Ашшĕ — Сергей Сергеевич — ялти шкулта столяр-платникре тимленĕ. Унăн ăсталăхĕ ывăлне куçнине çурт-хуралти çĕнелсе улшăнни те çирĕплетет. Стройка хыççăн халĕ картиш илем тĕнчине кĕрсе пынине те асăрхатăн. Тирпейлĕхе, хăтлăха мала хурасси амăшĕн, Ольга Ефремовнан, тивлечĕ-тĕр…

Физкультура учителĕ поэзи анинче ăнăçлă суха туни нумай çынра кăсăклăх та çуратать пулĕ. Çак йĕркесен авторĕнче те.

— Виталий, сăвă çырас туртăм хăçан, мĕнле майпа çуралнă санăн?

— Шкулта пире чăваш чĕлхипе тата литературипе Николай Прокопьев (1932-1983 çç, Çĕнĕ Пăваран, —ред). пĕлỹ панă. Вăтам классенче пире вăл сăвă çырма явăçтарас тĕлĕшпе кружок йĕркелерĕ. Чылаййăнччĕ унта. Владимир Орехов та, Виталий Амасев та çырăннăччĕ.

Шалта хăйне евĕрлĕ туйăм пытаннă пулĕ ĕнтĕ, Николай Алексеевич ертсе пынипе сăвă, заметка çырма пуçларăм район хаçатне. Хамăн материала курсан мĕнле савăннă-ха!

Фото ĕçĕпе малтанах кăсăкланнăран, Хăвăлçырма шкулĕнче ачасемпе кружок та йĕркелерĕм. Олимпий Сазонов учитель хавхалантарса пыратчĕ. Ку пултарулăх паян та çывăх маншăн. Сăн ỹкерчĕксене ахалех параттăмччĕ.

— Малалла еплерех?

— Виталий Адюков та пединститутра вĕренетчĕ. Вăл — музыкăпа педагогика факультетĕнчеччĕ. Ленин плошадĕнче çулла икĕ студент сăвă çыратпăр. Ун патне музыка итлеме те çỹреттĕм. Мана — хускатакан, ăна пулăшакан кирлĕ пулнă тесе шутлатăп халĕ.

— Пĕрлехи ĕç нумай кĕттерчĕ-и?

— Студент çулĕсенчех «Шăпчăксем» юрă çырса хатĕрлерĕмĕр. Хаклакан кирлĕ. Нумай шутласа тăмарăмăр, автоçулăн тепĕр енчи çуртра Виктор Ходяшев композитор ĕçленине пĕлетпĕр: «Атя унта», — терĕмĕр. Аксакал вĕт-ха вăл! Текстпа нотăна пăхса: «Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук», — терĕ. Ман юлташăм куляннипе «хаш-ш!» сывларĕ.

Вырăссен «Первый блин комом» текен каларăшĕ те пур вĕт — эпир хуçăлса ỹкмерĕмĕр. «Çине тăрса ĕçлемелле», — тесе шухăш-кăмăла хытартăмăр çеç.

— Тандемăн малаллахи пултарулăхĕ мĕнле хĕмленсе тăнине Чăваш Енре нумайăшĕ пĕлсе çитнĕ. Сирĕн пĕрлехи хайлавсене ытти юрăç та, уйрăм коллективсем те хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Миçе сăвва юрра хывнă эсĕ?

— Питĕ нумай, калама пултараймастăп. Юрă-сăвă пĕр çыхăра пултăр тесе 2008 çулта «Шăпам, итле» кĕнеке кăлартăм. 120 страницăран тăрать. Çĕннисене компьютер çине çырса пыратăп.

— Хăвна солист вырăнĕнче тĕрĕслемен-и?

— Пулнă ун пекки. Ялти пĕр мероприятире «Шăпам, итле» юррăмпа тухрăм. Пăшăрханнипе кайран пĕтĕмлетỹ турăм: сцена çине тухса юрласси ман валли мар.

— Виталий Сергеевич, чăваш эстрадин хальхи çул-йĕрĕ пирки сăмах пуçарас килет. Хăйсемех сăвă-юрă çырса сцена çине тухакансен йышĕ ытлашши нумай пек те туйăнать. Кашни сăвăран юрă хываймăн. Рифма, ритм шайлашăвĕсемсĕр пуçне кашни йĕркен шухăшĕ пулмалла вĕт. Халĕ чылай юрра «вараланчăк» çыпçăннă тесех каласшăн.

— Тĕрĕсех. Хăшĕ-пĕри юрласа пултăр теççĕ пулĕ. Сасси пур-ха, анчах юрă сăмахĕсем пушă е сăпайлăхĕ çитсех каймасть.

Манăн пĕр юрăра çакăн пек йĕркесем пур:

…Ỹссен, йăва çавăрма
Ăшă вырăн шырарăм.
Хам çуралнă кил-çуртран
Ăшăраххи курмарăм…

Пĕрле вĕреннĕ юлташ «Кун пек тунсăхлă юрăсем ан çыр-ха», — тенĕччĕ.

Чун-чĕрере капланнă шухăшсем хăйсемех черетлĕн тухса пыраççĕ çапла. Çыраканăн кăмăл-туйăмĕнчен нумай килет çакă.

Халĕ музыка бизнеса çаврăнчĕ. Укçашăн кăна çырас, юрлас тенин усси çук, хăйĕн паха çимĕçне параймасть вăл. Апла пулсан пултарулăхра малалла аталанаймăн та. Юрă-кĕвĕ çунат хуштăр. Юрлакана та, итлекене те.

— Эсĕ сăпайлăх çинчен аса илнĕ май тепĕр ыйту çуралчĕ: чăваш эстрадинче çак пахалăха пăхăнакансенчен кама куратăн?

— Пирваях Стас Владимирова палăртнă пулăттăм. Сăпайлăх кăна та мар, тембр, тум, репертуар — виçеллĕ тесе каласшăн.

— Ентешсенчен кама куратăн?

— Çак шкала çине Алексей Шадрикова, Алексей Московские тата Юрий Кашкăра лартнă пулăттăм. Çав вăхăтрах виççĕшĕ те расна. Пĕрешкел пулмалла та мар.

Юрăç сцена çине юрлама тухать — халăха алă çуптарма мар. Атту çăварне уçичченех çапла тутарасшăн хăшĕ-пĕри. Куракан — вăйлă критик. Юрăç ăсталăхпа тыткăнласан вăл ура çине тăрсах хавхалантарма е «Браво!» тесе кăшкăрма та пултарĕ. Чи пысăк хаклав çакă.

— Ман шухăшпа, ансамбльсемпе хорсем валли произведенисем сахал пирĕн. Ку тĕлĕшпе аслă ỹсĕмри композиторсен ĕçне малалла тăсакансене те курсах каймастăп.

— Мĕн пытармалли, Юрий Кудаковпа Анатолий Никитин композиторсем, Анатолий Кипечпе Юрий Сементер поэтсем çамрăк мар ĕнтĕ. Кам малалла тăсĕ вĕсен ĕçне?

Юлашки вăхăтра чăваш халăх юррисене урăхлатса, эстрада манерĕпе сцена çине кăларасси вăй илет. Питĕ тарăхтарать çакă. Ĕлĕкхи юрă сăмахĕсемпе те, кĕввипе те хăйĕн тапхăрне — ял çыннин кун-çулне, ĕç-хĕлне уççăн сăнлать. Кашниех вĕсем — шедевр. Мĕнле хăйса улăштарăн? Киввине тĕкĕниччен çĕннине, хăйне евĕрлине хайлаччăр.

…Виталий Сергеевичпа калаçу çăмхине самаях сỹтрĕмĕр. Тарăн шухăшлă сăвăсем çыракан ял çыннине хăйĕн пултарулăхне халăх хушшинче сарассинче ăнăçу сунас килет. Çавна май Виталий Адюковпа кăна мар, ытти композиторпа тухăçлă ĕçленине те курас кăмăл пур.

Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code