Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Карт çырăвĕ»

«Карт çырăвĕ»

Аслă Елчĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсен чăваш литератури урокĕ чăн-чăн тĕпчев тата пултарулăх кĕтесĕ пек иртнĕ: асаттесен чи пысăк вăрттăнлăхĕсенчен пĕринпе — рунă çырулăхĕпе паллашнă. Вĕсем ахаль паллăсем çеç мар. Ку пирĕн халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, тĕнче курăмĕ тата чун ăшши. Кашни йĕр хыççăн хăйне евĕрлĕ вăрттăнлăх, ырă суннине тата вăй упраннине пĕлнĕ ачасем урокра.

Чи кăсăклă та хавхалануллă самант çинче те чарăнса тăрар. «Карт çырăвĕ» хатĕрлесси пулнă вăл. Вĕренекенсем хăйсем тĕллĕн авалхи паллăсене усă курса тăванĕсене, тус-юлташĕсене тата вĕрентекенĕсене валли вăрттăн çырусем çырнă. Кашни ача хут çине пурнăç йывăçне, хĕвел паллине, кил-йыш тата сывлăх символĕсене тĕрĕс те илемлĕ ỹкерме тăрăшнă.

«Авалхи рунăсемпе çырма питĕ кăсăклă пулчĕ. Малтанах йывăр пек туйăннăччĕ, анчах кашни символ питĕ тарăн пĕлтерĕшлĕ иккен. Эпир хамăрăн çырусем урлă çемьене телей тата вăй-хăват сунтăм», — палăртнă урок хыççăн вĕренекенсем.

Çакăн пек кăсăклă мероприятисем ачасемшĕн питĕ кирлĕ. Вĕсем йăх-тымара асра тытма, авалхи пуянлăха упрама тата малалла тăсса пыма пулăшаççĕ.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code