Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турă, пулăшсам

Турă, пулăшсам

Çылăхпа эп килтĕм çĕр çине,
Такăрлатрăм пурнăçăн çулне.
Çамрăк чух пĕлмерĕм ỹкĕнме,
Халь йĕретĕп çутă куççульпе.

Вĕçсĕр пек туяттăм ĕмĕре,
Çук, пĕлмен, паллах, чир-чĕр мĕнне.
Каçару ыйтма таçтан пĕрре,
Çỹренĕ сайра Турă çуртне.

Пĕр Турă пире манса каймасть,
Пурăнма çăкăр-тăвар парать.
Хăй ятне аса илсе тăма,
Ярать хуйхă ỹкĕнсе йĕме.

Ватăлсан ыйтатпăр сывлăха,
Тăсас тетпĕр хамăр кун-çула.
Вилĕме ан яр, кăштах тăхта,
Вăхăт пар çылăхран тасалма.

Зинаида ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code