Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн ентешсем пĕтĕм Совет халăхĕпе пĕрле тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă, хăйсен пурнăçне, çамрăклăхне, вăй-халне шеллемен. Вĕсенчен пĕри — Тĕмер ялĕн арĕ Илья Васильевич Васильев пулнă.

Вăл 1915 çулта çуралнă. 1938-1940 çулсенче Хĕрлĕ Çар службинче тăнă, артиллерист пулнă. Салтакран килсен нумаях та вăхăт иртмен — 1941 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче çар тумне тепĕр хут тăхăнма тивнĕ. Вăрçă хирĕнче пысăк хăюлăхпа палăрнă салтак Калинин фронтĕнчи пĕр çапăçура пуçран йывăр аманать. Госпитальте сипленнĕ хыççăн килне яраççĕ ăна, каярахпа Ленинград хулинчи ĕç фронтне чĕнсе илеççĕ. 1945 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи çар комиссарĕ Алипов майор ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль илме çакăн пек награда хучĕ çырать: «Бывший наводчик Васильев Илья Васильевич участвовал в боях с 28.06.1941 года в 790-м гаубичном артиллерийском полку 250-й стрелковой дивизии Калининского фронта. 25.03.42 г. в боях за город Ржев проявил себя храбрым и умелым артиллеристом. Из своего орудия уничтожил командный пункт противника, чем способствовал успеху продвижения наших войск, кроме того, метко подавлял огневые точки немцев. 25.03.1942 г. тяжело ранен. ВВК по состоянию здоровья признан годным к нестроевой службе. В настоящее время работает в подсобном хозяйстве «Строительного треста №16 подсобником. Дисциплинированный, нормы выработки систематически перевыполняет. За боевые действия на фронте и за пролитую кровь при защите Социалистической Родины заслуживает награждения медалью «За боевые заслуги».
Ленинград хулин çар комиссарĕ И.В. Васильев çар наградине тивĕçлĕ тесе йышăнать. Ленинград фрончĕн командующийĕн, Совет Союзĕн Маршалĕн Л. Говоровăн 1945 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче кăларнă 01238.н приказĕпе вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн çар наградисене тивĕçнĕ салтаксемпе офицерсен списокĕнче пирĕн ентеш хушамачĕ те пур.
Иккĕмĕш ушкăнри çар инваличĕ тăван яла таврăнсан ял Канашĕн секретарĕнче ĕçлеме пуçлать. Ленинград облаçĕнчен куçса килнĕ Илья Васильевич та, районти çар комиссарĕ те ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе чыслама тăратнине те, çакăн пирки фронт командующийĕн приказĕ пулнине те пĕлмен ахăр. Елчĕк район çар комиссарĕ Терешкин майор Илья Васильева III степень Мухтав орденĕпе наградăлама документсем хатĕрленĕ. Республикăри çар комиссарĕпе Атăлçи Çар Канашĕ çакăнпа килĕшнĕ. Анчах СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1947 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчи 223.111 №-лĕ Указĕпе Илья Васильевич Васильев салтака «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Артиллерист пулнă ĕнерхи салтак «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсене те тивĕçнĕ.
Мирлĕ вăхăтра вăрçă инваличĕ «Новая жизнь» колхозра счетоводра, Тĕмер ял Канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. Пурнăçран 1969 çулта уйрăлнă вăл. Паттăр ветеран тăванĕсен, ял-йыш, округ асĕнче ĕмĕрлĕхе упранĕ.
Николай АЛЕКСЕЕВ.

