Елчĕк округĕнчи Сăрьел ялĕнче çуралса ỹснĕ Бари Юсупова 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче повестка парса çар комиссариатне чĕнтернĕ. Анчах та ăна малтанлăха ĕçрен ярасшăн пулман, çавна май вăл вăрçа 1942 çулхи март уйăхĕнче кайнă.

Бари Юсупович, 1903 çулта кун çути курнăскер, ялти шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Педагогсем питĕ лайăх пулнăран вăл кириллица, араб тата латин алфавичĕсене пĕлнĕ. Çамрăка бухгалтерсен ултă уйăхлăх курсне вĕренме янă, ăна пĕтерсен тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Колхоз активисчĕ пулнă. Бари Юсупов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă вăхăтра килне час-часах çыру янă, амăшĕшĕн, мăшăрĕпе çичĕ ачишĕн тунсăхланине пĕлтернĕ. Шел, 1945 çулхи март уйăхĕнчен вара унран текех хыпар килмен. Çав çулхи апрель уйăхĕнче Юсуповсем вĕсен тăванĕ хыпарсăр çухалнă текен хута илнĕ.

«Сире, хаклă анне, пысăк салам яратăп, сирĕншĕн тунсăхлатăп, пĕр хутчен те пулин курас килет. Мана сирĕн кĕллĕрсемпе пил пани кирлĕ. Хаклă та çывăх çыннăма — Амина мăшăрăма — хăть пĕр хутчен те пулин курас килет. Çурхи çилсем урлă пысăк салам яратăп. Наиля хĕрĕмшĕн тунсăхлатăп, Марьям тата Магмура хĕрĕмсене пысăк салам яратăп. Хĕрĕме Гульшата тата ывăлăма Кавине пысăк-пысăк салам яратăп, тунсăхлатăп… Наиля çырусем питĕ хитре çырать иккен, пысăк тав, хĕрĕм. Тăрăшса вĕрен, хĕрĕм. Качака путекĕ вилнĕ иккен, ырра пултăр, ытти выльăх сывă пултăр. Ĕне пирки вара нимĕн те çырмастăр. Кăçал шывсем юхма пуçларĕç ĕнтĕ. Эпир кĕçех çулла çитет тесе савăнатпăр», — çапла çырнă Бари Юсупович 1945 çулхи март уйăхĕнче пурне те салам калама ыйтса.
Унăн çак çырăвне «Солдатский треугольник» кĕнекере пичетленĕ. Республикăри çамрăк тĕпчевçĕсем хатĕрленĕ çырусен пуххинче фронтран янă 555 çыру вырăн тупнă. Асăннă кăларăм Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви тата Раççей çарпа истори обществин регионти уйрăмĕ йĕркеленĕ ăслăлăхпа тĕпчев акцине пула кун çути курнă. Акци вăхăтĕнче 7-18 çулсенчи шкул ачисемпе студентсем салтаксем фронтран янă çырусене шыраса тупас тата упраса хăварас енĕпе ĕçленĕ, текстсене вуласа ăнланмалла тунă, ал çырăвĕсемпе сăн ỹкерчĕксене цифра чĕлхине куçарнă. Паллах, фронтран янă хыпарсен хăйне евĕрлĕхĕсене тишкернĕ, вĕсен авторĕсен шăпине уçăмлатнă.
Ку акцие Бари Юсуповичăн мăнукĕн ачи Рания Саматова та хутшăннă, тăванĕн пурнăçĕ пирки тĕпчев ĕçĕ çырнă, фронтра çапăçнăскерĕн çырăвĕсемпе паллаштарнă. Вĕсенчен пĕрне шăпах «Солдатские треугольники» кĕнекене кĕртнĕ.
Бари Юсуповăн çырăвĕсене унăн тăванĕсем халĕ те тирпейлĕн упраççĕ. Унăн шăпине уçăмлатас тĕлĕшпе вăл ăçта çапăçса пуç хунине, ăна ăçта пытарнине пĕлес тесе ачисемпе мăнукĕсем тĕрлĕ çĕре ыйтса çырнă, шел, никам та татăклă хурав парайман. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, ку ĕçе малалла тăсаççĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

