Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăртан килет

Хамăртан килет

Пушарăн чĕлхи вăрăм, теççĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе пухнă пурлăха туххăмрах çука çавăрма пултарать.

Иртнĕ вырсарникун Тăрăм ялĕнче алхаснă вут-çулăм пĕр гражданинăн çурт-йĕрĕпе хуралтă таврашне пĕтĕмпех кĕле çавăрнă. Сăлтавне мунча хутнă чухне асăрханусăр пулнипе çыхăнтараççĕ

2026 çул пуçланнăранпа округ территорийĕнче 14 (пĕлтĕр çак вăхăта — 16) пушар пулнă, вĕсенче 2 (0) çын пурнăçĕ татăлнă.
Хамăр пурăнакан кил-çурта тата ытти объекта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси хамăртанах килет. Электропроводкăсене улăштарма вăхăт çитсен вăл ĕçе пурнăçлама специалиста çеç шанмалла. Юрăхсăр розеткăсемпе е удлинительсемпе, харăсах темиçе приборпа усă курма юрамасть. Хутнă кăмакана е апат лартнă газ плитине хуçасăр хăвармалла мар. Вĕсен çывăхĕнче кĕпе-тумтир типĕтни те йăнăш. Икĕ хутлă, нумай пỹлĕмлĕ çуртсенче автономлă пушар извещателĕсем лартсан уйрăмах вырăнлă пулнă пулĕччĕ.

Пушар тухнине асăрхасан 101 е 112 телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла. Хушамат, адрес, мĕн çуннине пĕлтермелле, пушар сỹнтерекен техникăна кĕтсе илмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code