Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă утăм тăвар

Ырă утăм тăвар

Чăваш Республикинчи «Раççей ача-пăча фончĕ» ирттерекен «Ачалăхшăн, ачасем валли» ыр кăмăллăх марафонĕ ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитет.

Унăн тĕп тĕллевĕсем: ачасене сиплесси тата реабилитацилесси, нумай ачаллă, çавăн пекех сахал тупăшлă çемьесемпе тăлăх тата сусăр ачасене пулăшасси, çамрăксем валли вĕренỹ тата пултарулăх площадкисем йĕркелесси.

Çулленхи марафон ăрусен пуласлăхĕшĕн тăрăшнин символĕ пулса тăрать, кашни çын пирĕн ачасен ырлăхĕшĕн тỹпе хывма хатĕррине кăтартать. 2025 çулта республикăра пĕтĕмпе 8 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ пухса ырă тĕллевсем çине — кăткăс лару-тăрăва лекнĕ вун-вун çемьене пулăшма янă.

Округпа илсен, ыр кăмăллăх марафонĕн çулсеренхи кăтартăвĕсем çапларах: 2023 çулта — 347896,44 тенкĕ, 2024 çулта — 308225 тенкĕ, 2025 çулта — 176996 тенкĕ, 2026 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне — 201103 тенкĕ. Пархатарлă ĕçре эсĕ те ырă утăм тума пултаратăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code