Хисеп хучĕсем, тав сăмахĕсем, сарăхма пуçланă хаçатсем, шкулти дневниксем тата харпăр кун кĕнеки — ку çемьешĕн çакă чи хаклă тупра. Вĕсем Курск облаçĕнче 2025 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче пуç хунă арçыннăн. Пĕтĕм тĕнчешĕн вăл — паттăр, тăлăха юлнă виçĕ ачишĕн — Лизăшăн, Спартакшăн тата Георгийшĕн — нихăçан та асран тухми ашшĕ. Вĕсен ашшĕ, гварди лейтенанчĕ Андрей Рябинин, Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Унăн телейлĕ пурнăçĕнче пурте пулнă: юратнă çемье, хăтлă çурт тата чунĕпе парăннă ĕç. Халĕ ачисемшĕн вăл — паттăрлăхпа чыс, тивĕçлĕхпе патриотлăх, тата хăйĕн çемйипе Тăван çĕршыва мĕнле юратмаллине кăтартса панă ĕмĕрлĕх тĕслĕх.

Андрей Рябинин 1980 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ Свердловск облаçĕнчи Алапаевск хулинче иртнĕ, анчах кашни çуллах вăл амăшĕн — Валентина Васильевнăн (хĕр чухнехи хушамачĕ — Сорокина) — тăван тăрăхне, Чăваш Ене, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялне, килсе çỹренĕ. Çак çулçỹревсем унăн кăмăл-сипетне Уралти сивĕ çутçанталăкран кая мар туптанă. Вăл Лаш Таяпа чысне хỹтĕлесе район шайĕнчи ăмăртусене хаваспах хутшăннă, унăн дипломсен пысăк пуххинче Елчĕкри стадионра çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсем те тирпейлĕн упранаççĕ. Ăна спортпа туслашма шкулти физкультура учителĕ Иван Фомин, уншăн чăн-чăн кăмăл-сипет тĕслĕхĕ пулса тăнăскер, кайран вара çăмăл атлетика тренерĕ Владимир Самылов вĕрентнĕ.
— Питĕ спортпа туслăччĕ, туяттăмăр, вăл хăйĕн çутçанталăк панă пултарулăхĕпе кăна усă курмасть, куллен тренировкăсем ирттерни, çине тăни ăна ỹсĕмсем тума пулăшнă, — аса илет ОМОН ветеранĕ, хĕрỹ точкăсенчи хирĕç тăрусене хутшăннă Андрей Иванов, вĕсем пĕрле Лаш Таяпа урамĕсем тăрăх чупнă тата футболла вылянă.

Спорт уншăн киленỹ кăна мар, пурнăç çулĕ пулса тăнă. Юр çăвать-и, сивĕ-и, çумăр-и — вăл тренировкăна чупнă. Алапаевскри вуннăмĕш шкулта вĕреннĕ, часах пĕрремĕш шкула куçнă — Андрей унта спорта ытларах тимлĕх уйăраççĕ тесе шутланă. Алапаевскри 1-мĕш шкула вăл профессиллĕ пĕлỹсĕрех физкультура учителĕ пулса ĕçе вырнаçнă. Унăн 17 çултанпа çырма пуçланă кун кĕнекинче нимĕнле пушă сăмах та çук. «Спорт! Спорт! Спорт! — акă манăн пурнăçăн пĕлтерĕшĕ», — çырнă вăл ун чухне.
Çарта пулнă хыççăн тата Урал патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне вĕренсе пĕтерсен вăл тăван хулине таврăннă. Часах пултаруллă та хастар специалиста районти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулне ертсе пыма шаннă, ку должноçра вăл Анатолий Головина улăштарнă. Ĕçтешĕсем аса илнĕ тăрăх, вăл кашни ачашăн, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн чунне парса ĕçленĕ. Яланах кашни вĕренекенпе калаçма вăхăт тупнă, вĕсен çĕнтерĕвĕсемшĕн чунтан савăннă тата выляса ярсан лăплантарма кирлĕ сăмахсем тупнă. Унăн пурнăçри девизĕ, ăна паян унăн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем малалла тăсаççĕ, çапла пулнă: «Общество. Команда. Вăй. Патшалăх».
Ун вăхăтĕнче Алапаевск спортсменĕсем хутшăнакан ăмăртусен географийĕ Раççей шайне çити сарăлнă. Ачасем çăмăл атлетикăра, йĕлтĕрпе чупассинче, баскетболпа волейболра лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Хăй те, тренер ĕçне директор пỹлĕмĕпе улăштарнăскер, спортсмен пулса юлнă, футболла, волейболла, сĕтелçи теннисла лайăх вылянă, пневматика пистолетĕнчен тĕл пенĕ. Ун шучĕпе сывă пурнăç йĕрки тата çирĕп чун-хавал çитĕнекен ăрăва воспитани паракан тĕп инструмент пулнă. Вăл час-часах шкула канмалли кунсенче те пынă, хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр, çамрăк спортсменсене турнира илсе кайма е хушма тренировка ирттерме тăрăшнă.
2024 çулхи кĕркунне, Украина çар вăйĕсем Курск облаçне тапăнса кĕнĕ вăхăтра, Андрей Рябинин пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ. Ун чухне вăл Ямал-Ненец автономи округĕнче пурăннă. Амăшĕ, Валентина Васильевна, унран мĕншĕн СВОна кайни, РФ Хỹтĕлев министерствипе контракт алă пусни çинчен ыйтсан, вăл кĕскен çеç: «Ан ыйт. Çапла кирлĕ», — тесе хуравланă.
Хатĕрленỹ хыççăн гварди лейтенанчĕ Рябинин эвакуаци ушкăнне ертсе пыма тытăннă. Ку ĕç — çапăçу хирĕнчен «виççĕрмĕшсене» (суранлисене) тата «икçĕрмĕшсене» (вилнисене) туртса кăларасси — хавшак чунлисем валли мар. Андрей спортра пиçĕхнĕрен хăйĕн задачисене лайăх пурнăçланă кăна мар, юлташĕсене те çар пурнăçне хăнăхма пулăшнă. Суранланнă хыççăн госпитальте сипленсен вăл десант-штурм взвочĕн командирĕ пулса тăнă.
Фронтра та кун кĕнекине çырса пынă, ăна «Полевые заметки» ят панă. Вĕсене вулама йывăр, анчах унта авторăн чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ яр уççăн курăнаççĕ. Йăтăнса анакан снарядсен айĕнче те вăл хăйне алăра тытма пĕлнĕ, кулăш туйăмне çухатман. Шкулта чухнех, пысăк политикăран аякра тăнăскер, вăл Раççейĕн тĕнчери вырăнĕ тата çĕршыв шăпи çинчен нумай шухăшланă. Ахальтен мар вăл вун иккĕре чухне шкул ертỹçисем ун ашшĕ-амăшне тав сăмахĕ панă: «Хисеплĕ Валентина Васильевна тата Николай Федорович, ăслă, мал тĕллевлĕ, яланах хăйне евĕрлĕ шухăшлакан Андрей ывăлăршăн чун-чĕререн тав. Шкул унпа мухтанать».
Пĕр çапăçуран таврăннă чухне Андрей Рябинин растяжкăпа сирпĕннĕ. Мăшăрне пĕрремĕш суран хыççăн каласа хăварнипе килĕшỹллĕн, унăн ỹтне çунтарнă. 2026 çулхи нарăс уйăхĕнче кĕлĕн пĕр пайне Аньăпа паллашнă вырăнта — Шурă Атăл хĕрринче — вĕçтерсе янă. Тепĕр пайне тăван çĕрте, Алапаевск хулинче, пытарнă.
Паян унăн ятне Свердловск облаçĕнче те, Лаш Таяпара та мăнаçланса асăнаççĕ. Вăл çĕнетсе çĕкленĕ Алапаевскри ача-пăча спорт шкулĕнче Андрей Рябинин ячĕпе мини-футбол турнирне ирттереççĕ. Пĕрисемшĕн вăл — гварди лейтенанчĕ, теприсемшĕн — ДЮСШ директорĕ, анчах ăна пĕлекенсемшĕн вăл — «Тăван çĕршыв», «Тивĕç» тата «Команда» сăмахсем уншăн нихăçан та пушă сăмах пулман арçыннăн тĕслĕхĕ.
Владислав НИКОЛАЕВ.
Рябининсен çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксем.

