РФ хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсемпе Патшалăх автоинспекцийĕн çул çинчи патруль службин уйрăм ятарлă батальонĕ Росгварди спецназĕн пулăшăвĕпе пĕрлехи оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ.
Çавна май Комсомольски округĕнче Раççей урлă Узбекистана пассажирсене турттаракан автобуса чарнă. Салонра 64 çын пулнă. Документсене пăхсан тата миграци тĕрĕслевĕ ирттерсен миграци саккунне пăснă 40 тĕслĕх палăрнă. Узбекистанран килнĕ 18 çыннăн Раççейре пурăнмалли вăхăчĕ вĕçленнĕ. Шалти ĕçсен территори уйрăмĕнче пăхса тухнă хыççăн вĕсене çĕршывран кăларса яма йышăннă. Саккуна сĕмсĕррĕн пăснă 5 çынна ШĔМĕн ют çĕршыв çыннисене вăхăтлăх тытмалли центрне вырнаçтарнă.
Унсăр пуçне ют çĕршыв çыннисене медицина тĕрĕслевĕ тухманшăн тата çĕршыва килнĕ тĕллеве тĕрĕс мар кăтартнăшăн административлă майпа явап тыттарнă. Автобус водителĕсене те пассажирсене йĕркене пăсса турттарнăшăн айăпланă — 2500-шер тенкĕ штраф тỹлеттермелле тунă. Çĕршывран кăларса янисен Раççее тепĕр хут 5 çул иртсен анчах кĕме ирĕк пур.
РФ Хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕ аса илтерет: ют çĕршыв çыннисен Раççее килсен миграци саккунне пăхăнмаллах. Саккунсăр миграци каналĕсене тата вăрттăн ĕçлесе пурăнакан ют çĕршыв çыннисене тупса палăртассипе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртассипе малаллах ĕçлĕç.

