Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Приговор вăя кĕнĕ

Приговор вăя кĕнĕ

Шупашкарта пурăнакан 31 çулхи арçын тĕлĕшпе йышăннă приговора улăштармасăр хăварнă. Хайхи арçынна терроризма çынсен умĕнче тỹрре кăларнăшăн айăпланă.

РФ Хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри следстви уйрăмĕ палăртнă тăрăх, арçын ислам тĕнне йышăннă та радикаллă тĕнчекурăма пăхăнса пурăннă. 2024 çулхи март уйăхĕнче вăл «Крокус Сити Холл» суту-илỹпе кану центрне тапăннă террористсене тỹрре кăларма тăрăшса социаллă сете материалсем вырнаçтарнă.

Суд çакна та шута илнĕ, маларах арçынна курайманлăх çуратнăшăн тата РФ Çар Вăйĕсене сумсăрлатма хăтланнăшăн административлă майпа явап тыттарнă. Унăн килĕнче шырав ĕçĕсем ирттерсен тĕн литературине, мобильлĕ хатĕрсене, СИМ-карттăсене, дисксем, пуртă тата çĕçĕсем туртса илнĕ.

Тĕп округăн çар сучĕ арçыннăн айăпне çирĕплетсе ăна 5 çул та 6 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние яма йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code