Пĕтĕм профессисен профессийĕ — учитель. Вăл çитĕнекен ăрăва пĕлỹ тĕнчипе илсе пынипе пĕрлех, чи пысăк пĕлтерĕше — пурăнма вĕрентет. Кашни ачана сас паллисене сыпăнтарса сăмах тума, хитре те тĕрĕс çырма, числосен хушу-кăлару уçлăхĕнче вĕçне тухма чун-чĕре ăшшине парать. Тăвалла пулсан та малаллах çул уçса пырать вĕсене, пурнăç çулĕ çине илсе тухать.

Елчĕкри культура керменĕнче Шкулчченхи ачасемпе ĕçлекенсен кунне тата Учитель кунне халалланă пĕрлехи уяв иртрĕ. Чăннипех вĕрентỹ ĕçĕн элити пуçтарăннă унта. Вĕсен адресĕпе ертỹлĕхрен ырă сăмах нумай пулчĕ, чылайăшĕ тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçрĕ. Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, регионти «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕ Алевтина Федорова Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учительне Алексей Данилова педагогика тата воспитани облаçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятăн паллипе наградăларĕ. «Шевле» ача сачĕн воспитателĕ Алена Кочеткова ЧР Вĕренỹ министерствин Тавне тивĕçрĕ.
Вĕренỹ ĕçĕнчи ăнăçлăхшăн тата суйлав кампанине йĕркелес, ирттерес тĕлĕшпе активлăх кăтартнăшăн Алевтина Николаевна хăй ячĕпе Лаш Таяпа шкулĕн учителĕсене — Наталия Абдулкинăпа Ирина Леонтьевăна, Çирĕклĕ Шăхаль шкул директорне Оксана Мясниковăна Тав хучĕсемпе чысларĕ. Галина Веникова (Кушкă), Лариса Егоркина (Аслă Елчĕк), Татьяна Маркова (Елчĕк) «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» обществăлла организацин Тавне тивĕçнине те палăртма кăмăллă.
Уява Елчĕк шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина тата 5-мĕш кадет класĕнче пĕлỹ пухакан Ярослав Карпов ертсе пычĕç. Сăмах малалла ача сачĕсенче тимлекенсем пирки пулчĕ те, çакна палăртни вырăнлă: пулас конферансье хăй те вĕсен юратăвне, тимлĕхне туйса ỹснĕ. «Эпĕ пĕлетĕп: воспитатель ача пурнăçĕнче чи кирлĕ çын. Вăл пире сăпайлă тата туслă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентет», — терĕ вăл. Сцена çине «Солнышко» учрежденин шăпăрланĕсене йыхравларĕ.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнĕ май çакна тĕпе хучĕ:
— Кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ те çывăх уяв паян. Сирĕнпе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Эсир çĕнĕлле ĕçлеме ăнтăлни, чуна парса вăй хуни ачасен тĕрлĕ шайри çитĕнĕвĕнче лайăх курăнать. Тĕллевĕрсем малашне те пурнăçланса, сире тав тăвакан вĕренекенсен йышĕ хушăнса пытăр.
Вăл педагогсен пысăк ушкăнĕн пархатарлă ĕç-хĕлне администрацин Хисеп грамотисемпе хакларĕ. Вĕсем: Вера Краснова, Юрий Никитин, Наталья Носова, Елена Федорова (Елчĕк), Алина Молодова («Шевле» ача сачĕ), Татьяна Пупина (психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центр).
Сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенчи суйлав хастарĕсен тепĕр йышĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕн секретарĕн Сергей Артамоновăн Тав çырăвĕсене тивĕçни те сумлă. Вăл ушкăнра Курнавăш шкул директорĕ Анфиса Ефимова, «Солнышко» ача сачĕн заведующийĕ Светлана Кудряшова, Кушкă шкулĕнчи Елена Ягудина.
Округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Ефимова «Шевле» ача сачĕн воспитателĕн пулăшуçине Галина Мартыновăна, çак должноçрах тăрăшакан Патреккелĕнчи Надежда Сенькинăна, Курнавăш шкулĕнчи Дарья Федорова вĕрентекене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ.
Округри шкулсенче çамрăк педагогсем çитменни вăрттăнлăх мар. Вĕсем пĕр-пĕр коллектива пĕрлешни вара хăйне кура çĕнĕ варкăш илсе килниех. Курнавăш шкулĕнчи çамрăк специалиста — вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Татьяна Мясниковăна сцена çинче чыс туни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюзĕн округри организацине чылай çул Сергей Скворцов ертсе пырать. Вăл вĕренỹ коллективĕсенчи кашни ĕçчене пĕлет, вĕсен ыйтăвĕсене татса парассинче сăмахпа та, ĕçпе те пулăшать. Профсоюз юхăмĕнче пуçарулăхпа тăрăшулăх кăтартакансене хавхалантарасси те тĕллевре. Хальхинче Чăваш Енри халăх вĕренĕвĕпе наукин профсоюз рескомĕн Хисеп хучĕсемпе çаксене сумларĕ: Мария Алексеева, Леонилла Пупина (Çĕнĕ Пăва), Оксана Мясникова (Курнавăш), Людмила Портнова (Кушкă), Сергей Убасев (Аслă Елчĕк) учительсене, Татьяна Никифорова (Патреккел) социаллă педагога, Надежда Илеменева (Аслă Елчĕк) воспитатель пулăшуçине.
Наставниклăх ĕç ăнăçăвĕнче пысăк тĕрев кỹрет. Уявра педагогика ĕçĕн ветеранĕсен округри канашĕн председателĕ Евгения Корнилова та тухса калаçрĕ, ĕнерхи вĕрентỹçĕсен опычĕ, ăс-хакăлĕ çул кăтартăвĕ пулнине палăртрĕ.
«Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл», — тенĕ ваттисем. Чăваш халăх ăс-пурлăхĕн çỹпçинчи çак каларăш çын пурнăçĕнчи «вĕренỹ» тата «вĕрентекен» пĕлтерĕше уçăмлăн палăртать. Кашни учитель ачасене тĕнчене уçма тата ăнланма пулăшать. Вăл йĕркелекен кашни урок — вĕсен çутă малашлăхĕ.
Фойере шкулсен коллективĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан пуян содержаниллĕ те илемлĕ стендсем хатĕрлесе вырнаçтарнă. Вĕсенчен пĕринче шултра сас паллисемпе çапла çырса хунă: «Учитель — халăх чунĕ». Вăл ялан, ĕмĕрсен талккăшĕпе, çапла пулса юлтăр.
Николай МАЛЫШКИН.

