Елчĕк округĕн администрацийĕнче ялти хĕрарăмсене чысласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта округри ял хуçалăхне, культурăна, вĕренỹпе медицинăна, социаллă тата ытти тытăма аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнă, общество ĕçĕнче хастар хĕрарăмсене тав сăмахĕ каланă, тивĕçлĕ наградăсем парса хакланă.
Мероприяти округ пуçлăхĕн Леонард Левыйăн салам сăмахĕсенчен пуçланнă, вăл хĕрарăмсене пархатарлă ĕçĕшĕн тата ĕçе чунтан парăннăшăн тав тунă.
Этемлĕхĕн илемлĕ çуррин представителĕсене ЧР хĕрарăмсен Союзĕн Елчĕкри уйрăмĕн председателĕ Лариса Васильева, Елчĕк ен ентешлĕх ертỹçи Юрий Карпов тата ыттисем те саламланă, çирĕп сывлăх тата çемье телейĕ суннă.
Культура ĕçченĕсемпе шкулта вĕренекенсен концерчĕ уява хаваслăх кĕртнĕ.

