Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Петр Адюкова асăнса

Петр Адюкова асăнса

Петр Евдокимович Адюков — пирĕн районти чи пултаруллă футболистсемпе хоккеистсенчен пĕри. Вăйă техникишĕн тата тĕрлĕ стандартлă мар лару-тăрура гол çапса кĕртме пĕлнĕшĕн халăхра ăна «Елчĕкри Пеле» тесе ят панă. Вăл спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче 20 хут ытла район чемпионĕ пулнă. Хăйĕн илемлĕ вăййипе чылай çамрăка спортпа туслашма хавхалантарнă. Юлашки кунĕсемчченех спорт мероприятийĕсене çỹресе çамрăк спортсменсене сĕнỹ-канашсем панă.

Иртнĕ шăматкун Елчĕк ялĕн стадион-площадкинче муниципалитет округĕнчи шкулсен пĕрлештернĕ футбол командисен хушшинче Петр Адюкова асăнса «Çамрăклăх» Кубокĕ иртрĕ.

Ăмăртăва 5 команда хутшăннă, вĕсем çавра системăпа тата 7х7 форматпа малти вырăншăн тупăшнă.

Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕкри вăтам шкул команди 1-мĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта — Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкул. Виççĕмĕш — Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул команди. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш вырăнсенче — Кушкăри тата Курнавăшри вăтам шкулсен командисем.
Кубокăн чи лайăх хапхаçи — Тимур Амасев (Аслă Елчĕк ).

Кубокăн чи лайăх хỹтĕлевçи — Матвей Романов (Елчĕк шкулĕ).

Кубокăн чи лайăх тапăнуçи — Давид Сурков (Лаш Таяпа шкулĕ).

Кубокăн чи лайăх выляканĕ — Давид Портнов (Елчĕк шкулĕ).

Йĕркелỹçĕсемпе кубока хутшăнакансем спонсорсене, Петр Адюковăн ентешĕсене, ăмăртăва ирттерме пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code