Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал пуçласа Ял хĕрарăмĕн кунне паллă турĕç.

«Ял управçи» преми уяв умĕнхи мероприятисен ярăмне пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш лауреатсене — округсенчи пурнăçа лайăх енне улăштаракан хĕрарăмсене — Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысланă.
Ялта пурăнакансем пĕчĕк бизнеса аталантараççĕ, агротуризм проекчĕсене ĕçе кĕртеççĕ, тавралăха тирпейлес тата илемлетес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ, çулсене, шкулсене, больницăсене юсассипе çыхăннă ыйтусене татса пама хутшăнаççĕ, ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ…
Пултаруллисене пĕтĕмпе 10 номинацире палăртнă. Вăл йышра Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул учителĕ Татьяна Сусметова та пур. «Аталану горизончĕсем» номинацире çĕнтернĕскер, вăл ачасене пĕлỹ панисĕр пуçне тăван ялĕшĕн те нумай вăй хурать. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи те вăл. «Хĕлхем» эстрадăпа фольклор ансамблĕ йĕркеленĕскер, ял çыннисен пурнăçне туллирех, хаваслăрах тума тăрăшать.
Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева палăртнă тăрăх, кашни хĕрарăм пирки кĕнеке çырма пулать. «Сирĕн тавра хăйне евĕрлĕ тĕнче хуçаланать, арçынсене çитĕнỹсем тума хавхалантаратăр, ялти пурнăçа упратăр. Шăпах эсир — хастар, ăслă хĕрарăмсем, мăн асаттесен йăли-йĕркине упракансем — шанчăклă пуласлăх никĕсĕ», — тенĕ Наталья Алексеевна.
Л.АЛЕКСЕЕВА.

