Çынсен пĕрлĕхĕпе вăйĕ, тем тесен те, инкек хыççăн уççăнрах палăрать. Кăçалхи март уйăхĕнче Кивĕ Эйпеçри виçĕ ипостаçлĕ Таса Турă ячĕллĕ чиркỹ пушара пула çука тухсан вăл лаптăка тасатма вырăнта, кỹршĕллĕ ялсенче пурăнакансем, ял хуçалăх предприятийĕсем кар тăрса хутшăннă. Çийĕнчех сăваплă çурта çĕнĕрен çĕклеме пуçăннă: сăвай çапнă, арматурăсем çыхнă, никĕс янă… Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕсенче пурнăçлакан пархатарлă ĕçрен хуларисем те айккинче юлман.

Кашни чиркĕвĕн хăйĕн чунĕ, хăйĕн историйĕ тата тỹпери хỹтĕлевçисем пур. Кивĕ Эйпеç чиркĕвĕ Алексей Рекеев ячĕпе çыхăннă. Вăл — аслă вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я.Яковлевăн ачалăхри çывăх юлташĕ, вĕренекенĕ тата пулăшаканĕ. Пĕрле шкулсем уçнă, пĕлỹ çутине сарнă. Çапах та Рекеев хăй пурăнакан ялне чун-хавалне панă. 1894 çулта вăл ертсе пынипе халăхăн укçа-тенкипе Кивĕ Эйпеçре йывăçран тунă чиркỹ çĕкленнĕ. Алексей Васильевич 30 çул ытла священникра тата шкулта учительте ĕçленĕ. Ăна кунтах, çĕнĕрен чĕрĕлекен чиркỹ стенисем патĕнче, пытарнă. Вил тăприне ял çыннисем тирпейлĕн упраççĕ. 2009 çулта шкул умĕнче унăн бюстне уçнă…
Елчĕкри культура керменĕнче Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем» эстрадăпа фольклор ансамблĕ «Янра, янра, ылтăнлă Русь!» ятпа ыр кăмăллăх концерчĕ йĕркелерĕ. Пултарулăх коллективĕн ертỹçи Татьяна Сусметова, вăл Кирилл Петровпа конферансье тивĕçне те пурнăçларĕ, çакна палăртрĕ: «Чиркỹ халăхăн пĕрлĕхĕ пулса тăчĕ. Пирĕн тивĕç — çав истори сассине тавăрасси. Вăл сасă, çынсене ырă патне çĕр çул каялла чĕннĕскер, малалла та янратăр».
Икĕ сехете тăсăлнă концерт патриотла тата Турра мухтаса шăрантарнă юрăсемпе черетленчĕ. Ташă композицийĕсем те питĕ килĕшỹллĕ. Татьяна Федоровна кашни хайлавăн шухăшне кура кирлĕ хускану элеменчĕсемпе пуянлатма та ăста. Çичĕ-сакăр сцена костюмĕ те юрă-ташăсен «сăн-питĕнче» витĕмлĕ курăнать. Пĕрремĕш тухăмрах, «Чăваш Ен» юрра куракансен умне кăларнă май, çакна асăрхатăн та.
Вунă çынран тăракан хĕрарăмсен ушкăнĕн иккĕмĕш юрри, палăртмасăр иртеймĕн, «Турă мухтавлă» ятлăскер пулчĕ. Унăн авторĕ — Лаш Таяпа ялĕнчи Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ — чылай çул Кивĕ Эйпеçри чиркỹре пачăшкăра тимленĕ Силуан Козлов иеромонах. Мероприятие те хутшăнчĕ вăл, Рекеев ĕçне пысăка хурса хакларĕ, ыр кăмăллăх акцийĕн артисчĕсемпе куракансене пил парса çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова та «хĕлхемсен» пархатарлă утăмне ырларĕ. Коллектив çамрăк-ха, апла пулин те вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ пултарулăх тупăшăвĕсене хутшăнса хăйĕн ятне республика тулашне те кăларнă. Санкт-Петербургра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерсе 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Вăл нухрата профессиллĕ клип тума уйăрнă май, материал питĕ пуян пулса тухнă — экран çинче паллашма тỹр килчĕ. Сăвă йĕркисене вырăсларан чăвашла Галина Каринкина куçарнă.
Сцена вăл каç пĕрре те пушă тăмарĕ — номер хыççăн номер çитерчĕç зала. Тĕрлĕ йышпа юрлани те куракансене йăлăхтару енне сулăнма май памарĕ. Пушшех те, тăвăллăн алă çупни вĕсемшĕн тивĕçлĕ награда вырăнне пулчĕ тесшĕн. Любовь Алексеева, Людмила Антонова, Елена Григорьева, Галина Никифорова, Валентина Еремеева, Татьяна Казакова, Авелина Сорокина, Людмила Теллина, Маргарита Шекерова тата вĕсен ертỹçи Татьяна Сусметова халăха савăнтарас ĕçе чунтан парăннă. Вĕсен йышне Юрий Алексеева, Валерий Казакова тата ял каччине Кирилл Петрова епле кĕртмĕн. Виççĕмĕшĕ концерт программине хăйĕн «Тарават» фольклор ушкăнĕн пĕчĕк йышне те явăçтарнă.
Сцена çине икĕ хутчен хĕр пĕрчи — Ева Филиппова — тухрĕ. «Елчĕк мăнукĕ» тесе паллаштарчĕç ăна. «Эп — чăваш хĕр ачи», «Прекрасное далеко» юрăсене питĕ шеп шăрантарчĕ вăл. Сасси янăравлă, тыткаларăшĕ килĕшỹллĕ. Тепĕр 10-15 çултан вăл чăваш эстрада юрăçисен ушкăнĕнче пулассинче иккĕленỹ çук…
Раççей — вăл шăпăрт кĕлĕпе тĕнчене сăнани çеç мар. Раççей — чарусăр савăнăç, паттăрлăх тата сарлака кăмăл. Ăна нимĕнле санкцисемпе те хăратаймăн. Унтан-кунтан хĕсме пăхаççĕ пулсан та, вăл палăртнă курспа çирĕппĕн малалла талпăнать. Ача сачĕсемпе больницăсем уçать, газ пăрăхĕсем хывать, çул-йĕр магистралĕсем… тăвать.
Чиркỹсем те çĕклет. Чунпа шухăш-кăмăл çураçулăхра пулсан Турă пăрахмасть. Кивĕ Эйпеçсен теветкеллĕхĕ, пĕр шухăшлăхĕ палăртнине пурнăçа кĕртме май паратех. Концертра пухăннă укçа-тенкĕ — чиркỹ стенисем çинчи çĕнĕ кирпĕч. «Халăх сурсан кỹлĕ пулать» каларăша кашниех пăхăнсан ылтăн тĕслĕ купол та çуталĕ, чан сасси те çĕнĕрен янраса кайĕ.
Николай МАЛЫШКИН.
Кивĕ Эйпеçри виçĕ ипостаçлĕ таса Турă ячĕллĕ чиркĕве хăпартма пулăшас текенсем çак номерпе укçа куçарма пултараççĕ.
СБЕР, 2202 2085 3268 6277
(Олимпиада Николаевна Васильева)
«Для восстановления храма», — тесе çырма манмалла мар.
Ял хуçалăх банкĕнчи реквизитсем:
Расчетный счет № 40703810711140000023
ИНН 2120001754 ОГРН 1022100011427
Чувашский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Чебоксары
Корр. Счет № 30101810345372202781 БИК 042202781
В ОКЦ № 1 Волго-Вятского ГУ Банка России

