Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрату юраттарать те…

Юрату юраттарать те…

КАЛАВ

«Пурнăç фортепиано пек. Шурă клавишĕсем — юратупа телей. Хурисем — хуйхă тата хурлăх. Пурнăçăн чăн-чăн музыкине итлес тесен пирĕн вĕсене те, теприсене те пусса пăхмалла».
Константин ХАБЕНСКИЙ, актер.

— Пĕр-ик кунлăха тăван яла кайса килетĕп. Мана ан çухат, — ĕçри кабинечĕн телефонĕнчен шăнкăравласа ячĕ мăшăрне Серафим.

— Юрĕ, анчах мĕншĕн эрне варринчех васкамалла? Кану кунĕсемччен кĕтме çук-и? — çепĕççĕн пуплерĕ Евгения ирхине çакăн пирки упăшки нимĕн те шарламанран.

— Ялти шкулта пĕрле вĕреннĕ, халĕ Çĕпĕртех пурăнакан тусăм шăнкăравларĕ. Тахçантанпах курман. Эрне вĕçĕнче каялла каятăп тет, — маларах шухăшласа хуманран тỹрех сăлтавне тупма çăмăлах пулмарĕ арçынна.

— Ачалăхри юлташ вăл — яланлăха. Паллах, тĕл пулмалла унпа. Хаваслă кану сунатăп, — мăшăрĕпе килĕшсе трубкăна хучĕ хĕрарăм.

Серафим вăтăр çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан арăмне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек пĕлсе çитнĕ: кирек хăçан та ытлашши ыйтусем парса йăлăхтармасть вăл. Лăпкă та сăпайлă хĕрарăм, нумай пĕлессишĕн çунмасть.

Серафимăн тĕрĕссипе нимĕнле юлташĕпе те тĕл пулас çук. Ăна ĕнер çеç паллашнă çамрăк хĕрарăм çепĕççĕн хăй патне хăнана йыхравларĕ те, епле хирĕçлейĕн? Кукаçи ятне илтсен те арçынлăхăн чарусăрлăхĕ чакман.

Çинçе пилĕклĕ, чăмăркка кăкăрлă майра вара хула тулашĕнче пурăнать. Адресĕ — кĕсьере. Сылтăм аллине кĕсйине чикмессерен пĕчĕк хут листи пĕçертсе, чĕтретсе илет çан-çурăмне. Шуралман çỹç пĕрчисем çукпа пĕрех, анчах ĕлĕкхиллех пĕрре курса кăмăлне каякан ют хĕрарăмсене куçран вĕçертес килмест унăн. Хăйсем кĕрхи сăпса пек çулăхсан пушшех каçăрăлать вара.

— Хевте пĕтмен, тепĕр çамрăкран ирттеретĕп. Пурте хамăн çумра, — мухтанса мăнаçланчĕ вăл арăмне черетлĕ хут суйсан.

Патшалăх организацийĕнче финанс директорĕнче тăрăшакан арçын пуçлăхран икĕ кун отгул ыйтрĕ. Ĕçе тĕплĕ пурнăçлакан 55 çулхи арçынна епле хирĕçлейĕ асли: кайса килтĕрех инçетри тăван ялне тĕл пулăва.

Ĕç пỹлĕмĕнчи шкафра унăн кирек хăш мероприяти валли те тумтир, тĕрлĕ тĕслĕ галстук çакăнса тăраççĕ. Пуçлăхсемпе тĕл пулнă чухне тăхăнмалли икĕ костюм, спорт форми, калăпăр, нускисемпе шăл пастипе щетки таранччен, вĕр çĕннисене илсе хунă. Мĕн пытармалли, юратуллăн калаçса ларма чĕнекен пикесем тупăнсах тăраççĕ те, салтакри пек яланах хатĕр вăл. Чылай чухне отпускра та инçете пĕчченех канма тухса каять. Унта та вăл пĕр-пĕр вĕлтĕр-вĕлтĕре çаклататех.

Евгения темшĕн инçе çула çỹреме кăмăлламасть. Вăл хамăр патăмăрти кану çурчĕсенче каннипех çырлахать. Ăна ытларах хваттерте пĕччен канлĕ. Вырăс классикĕсен кĕнекисене алла илет те — кунĕпе хăпаймасть вĕсенчен. Упăшки çук чухне кухньăна та кĕмелле мар. Хăй вара уни-куни çыртса янипех çырлахать. Мăшăрĕ час-часах юнашар çывăрманнине те хăнăхса çитнĕ. Унсăрăн лайăх та, канлĕ те.

— Финанс ĕçченне кунĕпе кабинетри пукан çинче ларасси йăлăхтаратех. Патварланса таврăнтăр тăван енĕн сиплĕ сывлăшĕпе сывласа, — терĕ ĕнер кăна Вайлдберриз интернет-магазинран Людмила Улицкаян кĕнекисем килсе çитнĕрен йăл кулса.

Серафим хальхинче тĕл пулăва портфель илмерĕ. Унта чикекенччĕ пилĕк çăлтăрлă «Арарат» коньякпа «Акконд» фабрикăн «Птичье молоко» курупкăллă шоколадне. Паян телефонпа портмане çителĕклĕ. Вăл куçĕсем тĕслĕ кĕске çанăллă сенкер футболка, çỹхе шурă шăлавар, хĕвелтен хỹтĕленсе пуçне бейсболка тăхăнчĕ. Хура тĕслĕ куçлăхне те манмарĕ. Уринче — шурă сăран пушмак. Унтан таксине шăнкăравларĕ.

Организаци çумĕнчен инçех мар вырнаçнă киоскран шурă хризантема çыххине туянчĕ. Серафимăн чĕри ытарлăн кăлт-кăлт тапать. Ỹт-пĕвĕ те асамлăн вылянса-вылянса илет.

— Ырра-ши ку çепĕç те черчен туйăм? Каплах силлеместĕнччĕ-çке эсĕ, кĕлеткеçĕм, çĕнĕ тĕл пулусем умĕн? — чĕрине тытса ыйтуллăн тăнларĕ арçын çăмăл машина çине вырнаçса.

— Кайрăмăр-и? — ыйтрĕ таксист ун енне çаврăнса.

— Вĕçтертĕмĕр, — терĕ Серафим хавхаланса.

Маларахах диспетчера ăçтан ăçталла каяссине пĕлтернĕрен малтанлăха таксист нимĕн шарламасăр пычĕ.

Хула тулашĕнчи поселока кĕрсенех Серафим унăн хăйне евĕрлĕ тавралăхне, урамĕсене сăнарĕ. Хула çывăхĕнчех пулсан та нихăçан та пулма тỹр килмен ăна Çăкалăхра. Ытларах икĕ хутлă çуртсем. Çĕннисене пилĕк хутлă хăпартаççĕ. Кивĕ çуртсем хушшинче çĕннисем çĕкленсе ларнă. Кăçал кунта Республика кунĕ иртнĕрен поселок çĕнелни лайăх палăрать. Мĕнле-ха пирĕн, ялти чăвашсен, сĕм авалтан пыракан ырă та çирĕп йăла пур: чаплă хăнасем килнĕ çĕре кил-çурта Мăнкун умĕнхи пек тĕплĕн çуса тасатмалла, çĕнетмелле, урамсене тирпей-илем кĕртмелле… Йăла-йĕрке хуласене, ун çывăхĕнчи ялсене те çитрĕ. Республика Пуçлăхĕпе тĕрлĕ шайри министрсем, депутатсем, хăнасем килнĕ тĕле урамсенчи пиçен-вĕлтрен те çухалать, çырма-çатра та тасалать… Çуртсен умĕнче чечексем ешереççĕ, урам ячĕсене вырăсла çеç мар, чăвашла та çырса çапаççĕ… Пĕр е икĕ çухрăмлă асфальтлă çул сарни те çăкалăхсемшĕн пысăк савăнăç. Атту çĕршыв шайĕнчи аслă çул иртсе кайнине пăхмасăр ун хĕрринче пурăнакансем тăм çăратчĕç мар-и?

Хальхи йышши стадион та çĕкленĕ иккен. Çемçе сип-симĕс кавирлă стадионсем районсенче (хальхилле каласан, округсенче) тахçанах яш-кĕрĕмпе ватăна пуçтараççĕ. Хула çумĕнчисем тин çеç туса лартма мехел çитернĕ.

— Ырă йăла çав Республика кунне çулсерен тĕрлĕ ял-хулара йĕркелени. Патшалăх уява тухăçлă та курăмлă ирттерме укçа-тенкĕ сахал мар уйăрать те социаллă çĕнĕ объектсем кăмпа пек, çулталăк хушшинчех çĕкленсе лараççĕ, — çĕкленỹллĕ кăмăлпа пуплерĕ Серафим.

— Чăннипех те çапла. Наччасра каламалла мар улшăнчĕ поселок, — пассажирпа килĕшрĕ таксист та.

Çуртсен айккисене вырăнти паллă çынсен сăнĕсене ỹкерсе вырнаçтарни те килĕшрĕ Серафима. Пĕлмеллех-палламаллах çĕршыв паттăрĕсене кунта пурăнакансен. Поселок хăçан йĕркеленсе кайнине палăртса хуни те вырăнлă. Чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăннă хĕр ача сăнне ỹкерни те килĕшỹллĕ. Ача-пăчана çеç мар, аслисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ ỹкерчĕксем кусем.

Нумай хваттерлĕ çуртсем хыçĕнчех шăкăрин уйрăм çуртсем лараççĕ. Тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетнисем хушшинче хуçасăррисем те курăнкалаççĕ. Серафим, хăй анатри чăваш ялĕнче çуралса ỹснĕскер, кунти пỹртсене хăйсеннисемпе ниепле те танлаштараймарĕ. Лутра та пĕчĕккĕ кунтисем, пурте тенĕ пекех йывăçран. Дача çурчĕ тейĕн. Вĕсен тăрăхĕнче вара кирпĕч капмар çуртсем çĕклеççĕ, хуралтисене те икĕ хутлă хăпартаççĕ. Аялтинче ĕне выльăх е сысна усраççĕ, иккĕмĕшне выльăхсене хĕл каçарма икĕ КАМАЗран кая мар çемçе утă хатĕрлесе хураççĕ. Тюкланă утта вара ятарласа ăсталанă тăрăллă сарайне вырнаçтараççĕ. Симĕс апат хатĕрлесе çăвĕпех канăç мĕнне пĕлмест тăван ял халăхĕ. Хула çумĕнчисем выльăх-чĕрлĕх усраманни куç кĕретех. Вите-хуралтисем хапха çỹллĕш кăна. Анатрисен çỹллĕ хỹмисем урлă чăх-чĕп вĕçсе каçаймастех.

Шухăшсен авăрне водитель татрĕ.

— Эсир каланă адреспа çитрĕмĕр, — терĕ вăл.

Серафим счетчик çине пăхса таксиста маларах хатĕрлесе хунă хут укçана тыттарчĕ.

Пилĕк хутлă çуртăн пĕрремĕш подъезчĕ умне анса юлсан чи малтанах асăрханса ун-кун пăхкаларĕ. Çĕнĕ çурта тинех хута янă пулмалла. Йĕри-тавра — киввисем. Çывăракан район пулни те куçкĕрет, çывăхра социаллă объектсем пачах курăнмаççĕ.

Кирпĕч çурт умĕнчи пĕчĕк палисадникăн икĕ енĕпе те тайăнса лармалли кĕске саксем вырнаçтарнă. Çамрăк çăка йывăççисен сулхăнне пытанас тесе ларнă ачасем телефонпа выляççĕ.

— Сывлăх сунатăп, — чĕнмесĕр иртес темерĕ вăл.

Çăкалăх ĕлĕкренех чăваш ялĕ шутланнăран тăван чĕлхепех сăмахларĕ арçын.

— Здравствуйте, — пуçĕсене тăратрĕç карас телефонĕнчен хăпнă хĕр ачасем кăмăллăн.

Серафим васкаса уçă подъезда кĕрсе çухалчĕ. 21-мĕш хваттерĕн шăнкăравне епле пусса ĕлкĕрчĕ-ши, аялти пурçăн кĕпе-йĕм тăхăннă Эльвира алăка уçса та ячĕ.

— Юрататăп эпĕ сăмах тытакансене, — йăлкăшрĕ вăл Серафим тăснă чечек çыххине алла илнĕ май.

— Каларăм вĕт килетĕп тесе. Акă çитрĕм, — шалалла иртрĕ арçын.

— Васкамастăн пулĕ? Манăн упăшка икĕ эрнелĕхех командировкăна кайнă.

— Апла икĕ кун пур пирĕн, — сăмаха малалла тăсрĕ ĕмĕтпе вĕриленсе çунатланнă Серафим.

Арçын чĕри майрана ыталасанах сар çу пек йăр-р ирĕлчĕ.

Х Х Х

Серафим Эльвирăпа ăнсăртран паллашрĕ. Кăнтăр апатне ытларах «Хăнара» кафере ирттерме хăнăхнă вăл. Унта кирек мĕнле блюдăна та тутлă та сĕтеклĕ пĕçереççĕ. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тăмасан та кунти апат хакĕ ăна чĕпĕтмест. Çитменнине çамрăк официанткăсем хăвăрт, чупса çỹресе ĕçлеççĕ. Пĕр сехет хушшинче цифрăсенчен канса та ĕлкĕрет, тутă та. Унтан хырăмне шăрантармалла тесе канлĕн, васкамасăр ĕç вырăнне утать.

Ĕнер кафене васкаса пырса кĕнĕрен юнашар сĕтел хушшинчи хĕрарăмсене те сăнаймарĕ. Ытти чухне куçĕсене йăл çиçтерсе чи малтан черченкĕ майрасене тилмĕретчĕ.

— Сима, эсĕ-и ку? — унăн сĕтелĕ патне пырса тăчĕ пит-куçне илемлĕ писевпе сĕрнĕ, куç харшийĕсене илемлĕн йĕрленĕ, куç хупанкисене пуканенни пек вăрăмлатнă, тутине хĕп-хĕрлĕ сăрланă Тамара.

Серафим чылай çул маларах унпа пĕр организацире ĕçлетчĕ. Менеджерччĕ вăл. Урăх ĕçе куçса кайнăранпа тĕл пулма тỹр килмен ăна.

— Салам, эпĕ ĕнтĕ, кам пултăр? — сăн-пичĕ çуталчĕ арçыннăн.

— Хăçантанпа курман. Эсĕ çавăнтах ĕçлетĕн-и?

— Ватлăхра ăçта каяс ентĕ? Унтах, — терĕ арçын тĕл пулушăн хавасланнине кăтартса хĕрарăма ытамне илнĕ май.

— Эпир, «женский батальон», тантăшăн çуралнă кунне паллă тума пуçтарăнтăмăр, ларатпăр-ха калаçкаласа, тунсăхласа. Акă пирĕн именинница, — ушкăнри пĕр хĕрарăм çине тĕллесе кăтартрĕ пĕлĕшĕ.

— Саламлатăп, юрату, ăнăçу сунатăп, — ура çине тăрса алă тăсрĕ Серафим шап-шурă кĕске кĕпе тăхăннă пикене.

— Сайра тĕл пулакан илемлĕ ят сирĕн, — саламшăн тав туса малалла пуплерĕ Эльвира.

— Вăт, пире хăналаканни тупăнчĕ те. Атту эрехне туянтăмăр, анчах хамăр ярса ĕçейместпĕр. Арçын кирлех ку чухне, — сăмах хушрĕ виççĕмĕшĕ.

— Хаваспах пулăшатăп. Çапах эсир виççĕн, вăл компани, пĕччен ĕçни мар вĕт, — апат çиме пуçличчен вĕсен черккисене эрех тултарчĕ Серафим.

— Çапли çапла та, темскер аван мар пек туйăнать. Арçын хăналасан кăмăллă, — айăплăн хуравларĕ Эльвира.

Халĕ ĕнтĕ Серафим хăйĕн сĕтелĕ хушшинчен тăрса вĕсемпе юнашар пырса ларчĕ.

Хăй ĕç вăхăчĕ вĕçленейменрен черкке тытмарĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн унăн документсене пуçлăх патне алă пустарма кĕмелле. Вăл вара эрех шăршине чăтаймасть. Серафим хăй те хаяр шĕвексемпе халĕччен иртĕнмен.

Кĕске вăхăтра арçын хĕрарăмсене витĕр (çỹхе кĕписене хывнăн) пăхса сăнарĕ. Пĕринчен тепри черчен те илĕртỹллĕ, хăй пекех яка чĕлхеллĕ те çыпăçуллă. Унăн сенкер куçĕсем самантлăха та менелник хуçинчен хăпаймарĕç.

Эльвирăн кĕлетки хỹхĕм те илĕртỹллĕ, яштака хурăн евĕр илемлĕ. Пăлан пек яка. Хĕвелпе пиçсе хуралнăран Бабаевăн йỹçĕ шоколачĕ евĕр тутлăн та сиплĕн курăнать. Ним мар çăтса ярăн. Кĕлеткинче пĕр ытлашши кило та çук, вăрăм пĕççисем епле пиçĕ тата! Хăй çулĕнче параймăн ăна.

— 45 çулта хĕрарăм пиçсе çитнĕ çĕр çырли пекех тутлă та пылак. Ăна татса çиекен епле телейлĕ. Çырла вăхăчĕ нумайлăха пытăр сирĕн, — терĕ те васкаса ура çине тăчĕ Серафим.

— Эпĕ ăсатса ярам, тавах пирĕн ушкăна хутшăннăшăн, — арçын аллине ачашшăн сĕртĕнчĕ Эльвира алăк патне утнă май.

— Питĕ хавас тĕл пулушăн, — илемлĕ хĕрарăмăн çемçе аллине ăшшăн чуптурĕ Серафим.

Ỹт-пĕве хускатакан туйăма аран тытса чарать арçын, унăн хăвăртрах чиперккене хăйĕн хĕрỹленнĕ ытамне çавăрса илес килет. Курать — çамрăк хĕрарăм та хирĕç мар, ун çумне пĕтĕм кĕлеткипе туртăнать, тилĕ пек çемçен йăпшăнать.

— Сима, ыран тĕл пулăпăр-и? — куçран тинкерсе, вăтанмасăр ыйтрĕ Эльвира пĕрремĕш хут куракан арçынна.

— Хаваспах, — ним шутламасăрах персе ячĕ илемлĕ пикерен куç илеймен арçын.

— Акă адрес, кĕтетĕп, — тутаран чуптума та именмерĕ Эльвира пĕрремĕш курнăçура.

Х Х Х

Чĕрине хăватлă юратупа çĕклентернĕ Серафим çитрĕ те савăк кăмăллă, асамлă пике патне. Эльвира хваттере кĕнĕ-кĕмен мăйран уртăнчĕ те ун çине упăте çури пек хăпарса ларчĕ. Çакна кĕтмен арçын ăна пилĕкĕнчен темле çавăрса тытса ĕлкĕрчĕ. Намăс курасси те инçе марччĕ. Мĕн тесен те ултă теçетке патне çывхарса пырать. Пенси старикĕ теме те пăхĕ тепри. Пỹлĕм алăкĕ уçăран вăл ăçталла утмаллине лайăх ăнланчĕ.

Кун-çĕр иртнине сисмерĕ вăхăтлăх юрату вăййине чăмса яшлăха тавăрнă арçын.

Çĕрле Серафим алăка алăпа хытă шакканипе вăранса кайрĕ.

— Эльвира уç, эпĕ çитрĕм! — янрарĕ ỹсĕр арçын сасси.

— Мĕнле капла? Кĕтмен çĕртен упăшка çитрĕ. Ай-уй! — хыпаланса халат шырарĕ çара ỹтлĕ хĕрарăм.

Серафимăн чĕри сиксе тухасла тапрĕ. Çак таранччен кун пек пăтăрмаха çакланманччĕ-ха вăл.

— Эсĕ балкон çине тухса тăр, — терĕ те Эльвира, алăк уçма васкарĕ.

— Юратнă мăшăрăм, çитрĕм эпĕ. Сана тутлă ыйхăран вăратрăм, ан çиллен, — мăшăрне ыталаса чуптурĕ арçын.

— Мĕн çĕр хута çỹретĕн? — теме çеç пултарчĕ Эльвира кăмăлсăррăн.

— Эсĕ мана кĕтместĕн-им? Тунсăхласа çитрĕм, айта пỹлĕме кĕрер те çывăрар. Питĕ ĕшеннĕ эпĕ. Тĕрĕс-тĕкел çитнĕ ятпа барта напарникпе хăналантăмăр.

— Лайăх. Ывăннă хыççăн пĕрер черкке ĕçсе шăм-шака çемçетни ытлашши пулмĕ. Эпĕ часах, эсĕ салтăн та вырт, эпĕ шыв ĕçсе яратăп.

Ура çинче аран тăракан арçын салтăнмасăрах сарлака вырăн çине тỹнчĕ.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Малалли çитес номерте.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code