Сăрьел ялĕнче пурăнакан Тензиля Ахметзянова хăйĕн пурнăçне фермăра ĕçлесе ирттернĕ.

Нумаях пулмасть 80 çул тултарнăскер, утса тухнă çул çăмăллăхпа çыхăнман пулсан та, ỹпкелешесси çук унăн. Хĕвелччен маларах тăрса хăнăхнă сукмакпа ирхи сывлăма сирсе е тарăн юра ашса утни, пĕтĕм ĕçе алăпа пурнăçлани, ывăнура та юрă-ташăпа киленни — пĕтĕмпех куç умĕнче.
Тензиля аппа доярка ĕçне 8 класс пĕтерсен, 16 çул тултаричченех, пуçăннă. Çав вăхăтрах вăтам пĕлỹ илес тĕллевпе ялти шкулăн каçхи уйрăмĕнче вĕреннĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 30 çул вăй хунăскерĕн тăрăшулăхĕ унăн наградисенче лайăх курăнать. Ăна «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе (1973), «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Вуннăмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ», ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх ĕçченне» паллăсемпе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕскер — ВДНХ участникĕ те.
Тензиля Загрутдиновнăна сумлă юбилей ячĕпе ялти ветерансен канашĕн председателĕ Фаик Идиятуллин, культура çурчĕн директорĕ Зевдет Салахутдинов, ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем саламланă. Парнесемпе чечексем, юрă-сăвă та ун валли пулнă.

