Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван тăрăхри пулăшу

Тăван тăрăхри пулăшу

Елчĕк округĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси пĕрре те чарăнмасть. Ваттинчен пуçласа вĕтти таран ыр кăмăллăх ĕçĕнче усăллă пулма тăрăшать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Ятарлă çар операцийĕнче пирĕн боецсем пĕтĕм республика халăхĕ хăйсемшĕн тăрăшнине пĕлсе тăни — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пĕрле» фонд, предприятисем тата республикăри ырă кăмăллă çынсем тăрăшнипе СВО зонине строительство материалĕсем, топливо тата ятарлă снаряжени ăсататпăр. Çавăн пекех волонтерсен посылкисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнтерĕве çирĕп шанакан тата çак ĕненĕве пĕрле пайлакан кашни çыннах чĕререн тав тăватăп».

Чи малтанах «Ăшă тумтир» акци йĕркеленĕ

— Кирек мĕнле пулăшу та çĕнтерĕве çывхартассинче пысăк вырăн йышăнать. Пирĕн тăрăхра, Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнче, пурăнакан халăх ыр кăмăллăх ĕçĕнче уйрăмах харсăр, — пĕлтерет ятарлă çар операцине хутшăнакан Роман Левый салтакăн амăшĕ Нина Аркадьевна.

2022 çулхи кĕр кунĕсенче тулли мар мобилизаци йĕркипе ывăлне çар ретне илсен Левыйсен çемйи канăçне çухатнă. Эрне хыççăн эрне, уйăх хыççăн уйăх иртнĕ. Ют вырăна кайнă салтаксене малтанхи кунсенче питĕ йывăр килнĕ. Ульяновск хулинче хĕç-пăшалпа усă курма вĕрентнĕ хыççăн вĕсене Запорожье облаçне илсе çитернĕ. Малтанлăха çар çыннисен, хỹтĕленỹ хатĕрĕсем пулманран, çеçен хирте, йывăçсен хушшинче кун кунлама, çĕр каçма тивнĕ. Çумра — пăшал тата салтакăн çывăрмалли миххи анчах. Тыл пулăшăвĕ те тỹрех вăй илсе каяйманран куллен кирлĕ хатĕрсем çителĕксĕрри ура хунă, дронсенчен пытанма та питĕ хĕн пулнă. Халĕ вĕсемшĕн кĕске вăхăтра çĕр чавса пĕренесем çирĕплетсе дзот туса хурасси — хăнăхнă ĕç. Çĕр пỹртсенче хушма хỹтĕлев те хатĕрлеççĕ вĕсем: çакă снарядсем ỹкес пулсан çĕр хăвăлне шаларах пытанса ĕлкĕрме май парать. Кунта тылран волонтерсем строительство материалĕсем тата ытти хатĕрсем турттарса илсе килсех тăни — пысăк пулăшу. Тăватă çулхи тапхăрта салтаксен хăйсен те опычĕ пухăнсах, вĕсем вăрçă йывăрлăхĕсене çĕнтерме хăнăхсах пынă.

Ывăлĕн анчах мар, ытти мĕн пур салтакăн нушине çирĕп туякан ашшĕ-амăшĕ тыла çирĕплетсе фронта пулăшма пуçламаллине никамран лайăх ăнланнă. Çак ĕçе пуçăнма вĕсене чи малтанах 2022 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Запорожье облаçĕнчи Работино тата Васильевка ялĕсен хушшинче пулса иртнĕ инкек хистенĕ. Ку вырăнти çар чаçĕнче Чăваш Ен арĕсем, çав шутра чылай Елчĕк çамрăкĕ, тăнă. Черетлĕ задани илсен вĕсен автомашинисен колонни малти рете куçма пуçăннă. Анчах та тăшман дронĕсем колоннăна пĕр самантрах тĕп тунă, сахал мар салтак пурнăçне татнă. Чĕрĕ юлнă çар çыннисем хĕл пуçламăшĕнче çиелти тумĕсемпе анчах тăрса юлнă.

— Нимсĕр юлнă ачасене пулăшас тĕллевпе хамăрăн территори пайĕнче чи малтанах «Ăшă тумтир» акци йĕркелерĕмĕр. Теприн нушине хăйĕнни евĕр йышăнакан ял халăхĕ кар тăрса ăшă çи-пуç, утиял-плед пуçтарма пуçларĕ. Пухăннă хатĕрсене Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи фойене илсе çитертĕмĕр. «Мĕн тăвар, мĕнрен пуçлар? Пуçтарнă япаласене фронта кам илсе çитерĕ?» йышши ыйтусем округ шайнех тухрĕç. Салтак амăшĕсемпе, округ ертỹлĕхĕпе канашласа декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче активпа пĕрле Елчĕк клубне пухăнтăмăр. Гуманитари пулăшăвĕ йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ май, районĕпех кар тăрса укçа-тенкĕ пухма калаçса татăлтăмăр çак тĕл пулура. Пуçтарăннă мĕн пур нухратпа салтака кирлĕ хатĕрсем туянма палăртрăмăр. Вĕсене салтаксем патне илсе çитерме Елчĕкре çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Кузнецов команди хăй çине илчĕ. Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан, «Елчĕк пĕлтерĕвĕ» ушкăн йĕркеленĕ Наталья Волкова ертсе пынипе халăх кар тăрса укçа пуçтарма пуçăнчĕ, Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Алевтина Иванова салтак амăшĕ укçа-тенкĕ пуçтарас тивĕçе хăйĕн çине илчĕ. Каярах «ZOV Яльчики» ятпа уçрăмăр укçа-тенкĕ пухакан социаллă сетьри канала, — чунне уçать педагогика ĕçĕн ветеранĕ Нина Левая.

Маскировка сетки çыхаççĕ

Çирĕклĕ Шăхальсен аллинче — черетлĕ маскировка сетки

Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчен Украинăри хирĕç тăрăва хальхи вăхăтра 40 ытла çамрăк хутшăнать. Округ халăхĕпе пĕрле Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Мучар, Кỹлпуç, Хăвăлçырма, Элпуç, Кармал ялĕсен çыннисем пулăшăва хăйсен тỹпине хываççĕ. «ZOV Яльчики» волонтерсен ушкăнне укçа-тенкĕпе, тĕрлĕ япалапа тивĕçтернисĕр пуçне, вырăнтан та гуманитари тиевĕ хатĕрлесе ăсатсах тăраççĕ çирĕклĕшăхальсем. Сăмах май, укçа-тенкĕ куçарса пулăшас текенсем валли территори пайĕнче те ятарлă счет уçнă. Нухрат пухас ĕçе Мучар ялĕнчи Валентина Родионова пурнăçласа пырать.

«СВОра маскировка сеткисем питĕ кирлĕ. Çакна тĕпе хурса ял çынни культура çуртне пуçтарăнса хỹтĕленỹ тетелĕ çыхать. Пулăшу ĕçĕнче кашни ял халăхĕ пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăшать. Маларах салтаксем ыйтнипе 4-5 хут та УАЗ автомашина, квадрокоптер, нумаях пулмасть мотоцикл туянма хутшăнчĕ вырăнти халăх. Çамрăксем отпуска килекен салтаксене чыслăн кĕтсе илсе ăсатса ярассине хăйсем çине илнĕ. Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ инçе çула тухрĕ. Тăван енрен пулăшу çитни çĕнтерме пулăштăрах çар çыннисене. Киле ырă-сывă таврăнмалла пултăр пурин те», — çапла вĕçлерĕ сăмахне салтак амăшĕ.

Окоп çуртинче — кил-çурт ăшши

Александр Левый хĕрỹ ĕçре

Ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсенче окоп çуртисем те питĕ кирлĕ. Вĕсене ытларах шкул ачисем хатĕрлеççĕ. Çитĕннисенчен çак ĕçе чун ыйтнипе Тĕмер ялĕнчи Александр Прохоров, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Александр Левый тата ыттисем те ăсталаççĕ. Пăрçаран тата кукурузăран пушаннă савăтсене ĕçе кĕртсе парафина типтерлĕн, мелне пăхăнса тултараççĕ вĕсем. Банкăсем ял çыннисем пырса параççĕ, парафин илме-тупма та вĕсемех хутшăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне маçтăрсен хăйсен те расхутланма тивет.

Çакна та çырса хăварар. А.Прохоров ятарлă материалсемпе усă курса браслет-шнурсем те çыхать. Ăна боецсем алăра çыхса çỹреççĕ. Çапăçура ал-ураран аманас пулсан ăна салтса сурана çыхма пулнине хыпарлаççĕ салтаксем. Е вĕрен вырăнне усă курса аманнисене сĕтĕрме те меллĕ иккен вăл.

Çыру ентешне тупнă

Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене шкул ачисем те хастар пулăшаççĕ. Çуртасем хатĕрлеççĕ терĕмĕр. Маскировка тетелĕ те çыхаççĕ вĕсем. Вĕренекенсем çырнă çырусем вара салтаксен чунĕсене ăшăтнипе пĕрлех хăйсене тăван тăрăхра тỹсĕмсĕррĕн кĕтнине туйма май параççĕ. Кунта çакă та кăсăклă. Аслă Таяпа ялĕнчи Дима Некрасов вĕренекен çырнă çыру пин-пин çухрăмри Украина çĕрĕ çинче Роман Левый ентешĕн аллине лекнĕ. Салтак çакăн пирки ашшĕ-амăшне пысăк савăнăçпа шăнкăравласа пĕлтерсен унăн ашшĕ Александр Ильич пĕр тăхтаса тăмасăр ача вĕренекен шкула васканă, Димăна салтак тата хăйĕн ячĕпе пысăк тав сăмахĕ каланă.

— Аякри вырăнта тăван кил, атте-анне, çемье, тăвансем, пурнăç мĕн тери хаклă пулнине нихçанхинчен лайăх ăнланса илетĕн. Çав вăхăтрах шкул ачин çырăвĕ те темрен паха пирĕншĕн. Вĕренекенсене, шкулсен коллективĕсене, пĕтĕмлетсе каласан мĕн пур округ халăхне пысăк тав сăмахĕ калатăп. Фронтпа тыл пĕрле пулсан Çĕнтерỹ туптанатех, — çапларах палăртать черетлĕ хут отпускра пулнă Роман Левый.

Ятарлă çар операцийĕ кашнине тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр кăларать пире: салтаксене те, мирлĕ пурнăçра пурăнакансене те. Пĕрле, пĕр-пĕрне пулăшса эпир Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартăпăр.

Цифра чĕлхи

Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчен Украинăри хирĕç тăрăва хальхи вăхăтра 40 ытла çамрăк хутшăнать. Округ халăхĕпе пĕрле Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Мучар, Кỹлпуç, Хăвăлçырма, Элпуç, Кармал ялĕсен çыннисем пулăшăва хăйсен тỹпине хываççĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code