Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хаклă ывăлăм…»

«Хаклă ывăлăм…»

Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ ыр кăмăллăх ĕçĕнче яланах хастар. Çак кунсенче унăн членĕсем «Пĕрле» фондăн, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин хĕрарăмсен юхăмĕн представителĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕччен Донецк тата Луганск халăх республикисенчи госпитальсем валли гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ пуххине йĕркелеççĕ. Асăннă госпитальсенчи медицина ĕçченĕсем куллен ырми-канми пирĕн салтаксен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн кĕрешеççĕ. Вĕсенче апат-çимĕç, медицина хатĕрĕ, вырăн таврашĕ, аялти кĕпе-йĕм, нуски, ытти тумтир, пушмак, гигиена хатĕрĕ (шăл пастипе щетки, шĕвĕ супăнь, сухал хырмалли станок, хырăнас умĕн тата хыççăн усă курмалли крем, шампунь), çỹп-çап упрамалли хутаç, кĕпе-йĕм çумалли порошок, сантехника шĕвекĕ кирлине шута илсе хĕрарăмсем посылкăсем хатĕрлеççĕ. Анне кунĕ умĕн çак акци уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тăван тăрăхран килнĕ кашни япала салтак чунне ăшăтать, вăй парать. «Хаклă ывăлăм…» сăмахсемпе çырма пуçланă çыру та ăна частарах сипленме пулăшĕ. Гуманитари пулăшăвне йышăнакан пункт тунтикун, юнкун тата эрнекун 11.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен çак адреспа ĕçлет: Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 66-мĕш çурт (склад, çурт вĕçĕнчен кĕмелли алăк). Пулăшу хатĕрĕсем илсе килесси пирки çак номерсемпе маларах шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ: 8 903 345-78-34, 44-00-72.

Ыр кăмăллăх акцине кашни çын хутшăнма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code